Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрӑммӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрӑммӑн (тĕпĕ: вӑрӑммӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, пӑравус вӑрӑммӑн кӑшкӑртрӗ те, вакун кустӑрмисем каллех рельс сыпӑкӗсене шутлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӳрт сасартӑк шӑпланчӗ, тахӑшӗ вӑрӑммӑн йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ы-вӑ-лӑм… вӗсем сана та вӗлересшӗн, — унӑн вӑрӑммӑн ахлатни ҫӑра сӗмлӗхе ҫурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫутӑласпа ял ҫийӗн аслати сасси вӑрӑммӑн янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрӗ Лиля кӑкӑрне ҫыртса илнӗ иккен, кӳреннӗ сасӑпа вӑрӑммӑн кӑшкӑрса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ кун шӑнкӑравларӑм — вӑрӑммӑн янрани ҫеҫ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Юр-рать, апла пулсан, — «ар» сасса вӑрӑммӑн каларӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тунькка стартера вӑрӑммӑн нӑйлаттарчӗ те, машина кӗрлесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан хӗрӗн пырӗнче тем хӑйӑлтатса илчӗ те, ҫав вӑрӑммӑн хӑйӑлтатнинче — яла таврӑнакан кӗтӳ сасси, вӗҫленмен кӗвӗ ҫаврӑмӗ, кайӑк юррисем илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Ӑ-ӑ-м-м-м-м-м..» — вӑрӑммӑн илтӗнсе тӑрать таврара.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Улӑха ҫитнӗ ҫӗре вара юрӑран, чӑнах та, ним сӑмахсӑр ахрӑм ҫеҫ тӑрса юлать, вӑл вӑрӑммӑн та нумайччен илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пысӑк хор халӑх йынӑшнине кӑтартнӑ чух хупӑ ҫӑварпа вӑрӑммӑн, ним сӑмахсӑр юрласа тӑнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл лампӑна краҫҫын ячӗ, кӗсйинчен чикарккӑ чӗркемелли хаҫат кӑларса лӳчӗркерӗ те, вӑрӑммӑн хашлата-хашлата вӗрсе, труба тасатма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӑнах та, шашулкка сасси илтӗнчӗ, унтан тараса вӑрӑммӑн чӗриклетрӗ, тата кӑштах вӑхӑт иртрӗ те, пӳрт алӑкӗ яриех уҫӑлчӗ, ӗнерхи пекех, виҫӗмкунхи пекех, яланхи пекех ывӑлӗн лӑпкӑ сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Сывлани те мар, икӗ хутчен вӑрӑммӑн ӗсӗклесе илни пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Саманта, кӗске саманта ҫийӗнчех тытса юлни кирлӗ-ҫке-ха творчествӑра, — куляннӑ чухнехи пек вӑрӑммӑн хашлатса илет Анатолий Семенович.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Карчӑк вӑрӑммӑн хӑйӑлтатса илчӗ те ачасемпе пӗрле кулма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Туп-тулли халӑх! — терӗ те Брянцев кафе алӑкӗнчен шалалла пӑхса, вӑрӑммӑн шӑхӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Апла иккен-ха, Турунов ҫине хыҫал енчен пӑхас терӗр, ҫар ҫыннисен чӗлхипе каласан, Турунов тылне тухма шут тытрӑр, — вӑрӑммӑн ӗмсе илнӗ тӗтӗме катрамӗпех кӑларса янӑ хыҫҫӑн чунне те уҫса ячӗ хайхискер, калас сӑмахӗсене эпӗ ӑнланса илмеллӗхех каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫывӑхрах пӑта кӑларнӑ сасӑ вӑрӑммӑн чӗриклетрӗ, ҫынсем калаҫни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех