Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырттарать (тĕпĕ: вырттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсемпе пӗрле улӑха утӑ ҫулма кайрӗ, суха тума ҫӳрерӗ, анчах ӑна ӗлӗкрех аптратнӑ ревматизм ҫӗнӗрен пуҫланни час-часах вырӑн ҫине вырттарать е кивелсе сӑнсӑрланса кайнӑ кӑҫаттине тӑхӑнтарса пӳрчӗ тавра уткаласа ҫӳреттерет.

Выходил с косарями на луг, выезжал на пашню, но обострившийся застарелый ревматизм все чаще заставлял его отлеживаться в постели или бродить в обгорелых подшитых валенках около дома.

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Старик ӑна вӑйпа тытсах кровать ҫине вырттарать, унӑн ҫамкине шӑлса илсе калать:

Дедушка силой укладывал его обратно, обтирая ему лоб и приговаривая:

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ӑна ачана пӑхнӑ пек пӑхать, вӑхӑт ҫитсен апат ҫиесси е ҫывӑрасси ҫинчен астутарать, тӑрантарать, ҫывӑрма вырттарать.

Она смотрела за ним, как за ребенком, напоминала ему о времени пищи и сна, кормила его, укладывала спать.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вунтӑххӑрти Николай куҫ тулли ывӑлне ҫитерет, ӗҫтерет, ҫывӑрма вырттарать.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех