Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫине (тĕпĕ: виҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кадр ыйтӑвне лайӑхлатас тӗллевпе те ӗҫлеҫҫӗ тӑрӑхра, ҫамрӑк специалистсене тӗрлӗ пулӑшу параҫҫӗ: ӗҫ укҫин 10 виҫине пӗр хутчен тӳлеҫҫӗ; ҫулсерен шкул выпускникӗсене направленипе тӗллевлӗ вӗрентӗве республикӑри вузсене яраҫҫӗ (2020 ҫулта - виҫҫӗ, 2021 ҫулта - пӗрре).

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Ӗҫлемерӗн вӑй хурса, пурӑнатӑн ялан суйса, илтӗн хысна укҫине, вуҫ пӗлмерӗн виҫине, халь тараймӑн саккунран».

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Пӗрисем хӑйсен пӗртен-пӗр пепкине пахматсӑр юратса е вӑрра, е кӗрт йыттине ертеҫҫӗ, теприсем, виҫине пӗлмесӗр эрех кӳпсе, ухмаха тухаҫҫӗ, чунӗсене шуйттана сутаҫҫӗ, кусем тата, пӑхӑр-ха, ҫынна вӗлерме еплерех май тупнӑ!

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ытти пӗрхӗмсемпе тӑванла ытамлашса, чӑмӑртанса, хӑй виҫине тулса хӑпарса, хӑйне кукӑр-макӑр ҫул хывса, пӗрре сике-сике, тепре васкамасӑр, йӑрӑлтатса, ярӑмласа юхса анать вӑл дебаркадер кӑшкарӗ тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Виҫине пӗлӗр.

Куҫарса пулӑш

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Алли-урисем лайӑх ӗҫлерӗҫ-ха, анчах чӗлхисем ҫав-ҫавах хӑпӑл-хапӑлах уҫӑлма васкамарӗҫ — ытла та асӑрхануллӑ хӗрпе каччӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, самаях ӑса кӗнӗскерсем, юратура пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвакансем, чи кирлӗ, чи хаклӑ сӑмахсен хакне, вӑхӑтне те виҫине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Виҫине пӗлӗр.

Знайте во всём меру.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑра виҫине илнӗ хыҫҫӑн слесарь ҫак ӗҫ пирки кӑна шухӑшласа ҫӳрерӗ.

Получив разметку размеров, слесарь весь ушел в работу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виҫине кӑна илетӗн.

Получишь только размеры.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пушар сӑлтавне тата тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.

Причину возникновения пожара и размер понесенных убытков определят специалисты.

Пушарта 90 ҫулти кинемей вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34026.html

Кантура кӗрсе путевка ҫырчӗ, гаражра ганистрсенчен бензина машина бакне тултарчӗ, автол виҫине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Халӑхӑн чӑн-чӑн историйӗпе ҫыхӑнса тӑракан илемлӗ литературӑ произведенинче автор чӑнлӑх виҫине ҫирӗп тытса пыни кӗретех кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Машина пырса тӑрать те, виҫине шӑнкӑрт! кӑна палӑрт, кайран квитанци ҫырса паратӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вырӑнти бюджетсене уйӑракан трансфертсен виҫине 23,6 млрд тенкӗ тесе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш вулавпа // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11704-p- ... sh-vulavpa

- Раҫҫей Правительствин агропромышленноҫа аталантарас тӗллевпе ялхуҫалӑх продукцийӗн сутлӑх хакӗн чи пӗчӗк виҫине ҫирӗплетмелли йӗрке тумалла.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Хыснана налукпа лайӑхрах пуянлатма чӑрмантаракан сӑлтавсен шутне пысӑк предприятисенчен хӑшпӗрисем /сӑмахран, «ЭКРА» НПП» ООО, «Старко» фирма/ преми, дивиденд, ытти тӳлев виҫине пӗчӗклетнине те кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Ҫав хушӑрах пыла виҫине пӗлмесӗр ҫисен ҫын хӑйне вӑйсӑр туйма, ыйхӑланма тата мӑнтӑрланса кайма пултарать.

Между тем злоупотребление медом может привести к слабости, сонливости и переизбытку веса.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Анчах пур ҫӗрте те виҫине пӗлӗр: апат ҫинӗ чухне те, каннӑ вӑхӑтра та.

Однако во всем соблюдайте меру и разумность. Особенно в еде и в развлечениях.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн виҫине пӗлмелле, уйрӑмах – апатланнӑ чухне.

Вам может отказать чувство меры, особенно в еде.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пур ҫӗрте те виҫине пӗлӗр: укҫа тӑкакланинчен пуҫласа кӑмӑла палӑртасси таранах.

Во всем проявите умеренность - от денежных трат до выражения эмоций.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех