Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилсе (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пит куляннипе виҫӗ кун хушши ҫу кунӗнчех шӑрӑхра вӗриех мар кӗлетре сулхӑнта аташса выртрӗ те вилсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ватӑсем вилсе пӗтсен, паян тута ҫинче чӗчӗ сарриллӗ ҫамрӑксем нимӗн те пӗлмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кӗҫӗннисем темшӗн Михаҫсенни пекех пурӑнасшӑн пулман, ача ҫулӗ тухичченех вилсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Операци тутарма пӗрре ҫеҫ мар сӗннӗ ӑна врачсем — килӗшмен, вилсе каясран хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Ват шӑмшак чӑтаймарӗ пулас, вилсе кайрӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сятров Кавӗрли те, Ишмулла та, Палюк ушкӑнӗн хӳрешкисем те тахҫанах вилсе пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Гитлер вилсе пырать ахӑр, — хаш сывласа ячӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юн нумай юхтарнипе вӑл унта вилсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑнланчӗҫ ахӑр — ял чури ӗнесӗр юлса вилсе кайсан кам ӗҫлӗ вара вӗсемшӗн?

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюҫҫа амӑшӗ хӗрне ҫуратнӑ вӑхӑтра вилсе каять, ашшӗ пачах та пулман.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумаях пулмасть Ваҫилен чи ҫывӑх тантӑшӗ малтанхи ачине ҫуратнӑ вӑхӑтра вилсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем шӑнасем пек вилсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫу вӗҫленнӗ ҫӗрелле хӗрӗх пиллӗкри чӑлах вилсе те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, каччӑ ҫамрӑклах вилсе кайнине илтрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эрех ӗҫсе, табак туртса вилсе пӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кунран кун ҫапла пурӑнсах вилсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ачасем пырса ҫитнӗ ҫӗре вӑл чутах вилсе кайман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара «джут» пуҫланать; джут тесе апат ҫук пирки выльӑх кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе вилсе пӗтнине калаҫҫӗ.

Тогда начинался «джут» — массовый падеж скота от бескормицы.

Типӗ ҫеҫенхирти халӑх Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫеҫенхирте пурте вилсе пӗтнӗ пекех туйӑнать.

Степь кажется вымершей.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах пӑлансем ӗлӗк тундрӑра хаяр ҫанталӑка пула питӗ нумай вилсе пӗтнӗ.

А между тем, олени сильно страдали прежде от суровой природы тундры.

Тундрӑра пӑлан ӗрчетесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех