Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватӑлса (тĕпĕ: ватӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн, Ванюк, питех ватӑлса кайнӑ-и? — терӗ вӑл, ҫаплах йӑл-йӑл ҫиҫсе.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӑван ялӗ ватӑлса пыни, унта ҫамрӑксем пурӑнма юлманни те пӑшӑрхантарать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Унтан ватӑлса ҫитнӗ те, тек вара халӑха култарма пултарайман…

Потом состарился, не мог больше смешить публику…

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл темиҫе кун хушшинче хуйхӑпа шурса, ватӑлса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ватӑлса кайнӑ ҫӗрӗмӗр ҫичӗ хут ҫуркунне кӗрекине ларчӗ, ҫичӗ хут ҫамрӑкланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Чиесем те ватӑлса кайса йӑмрапа танах ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ашшӗ ватӑлса ҫитнӗ пирки ӗҫлеймест, халӑх пулӑшнипе кӑна пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ашшӗ питех те ватӑлса ҫитрӗ унӑн, Иливана турхан темиҫе кунлӑха та киле ярасшӑн пулмарӗ — ака ӗҫӗсене Ахтупайӑн пӗтӗмпе хӑйӗн тума лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи малтан вӑл этем кун-ҫулӗн пӗр вӑрттӑнлӑхӗнчен, никам пулӑшмасӑр, хӑй тӗллӗн шыраса тупнӑ вӑрттӑнлӑхран тӗлӗнет: ача ӳснӗҫемӗн ӑсланса пырать, тӗнче, ҫутҫанталӑк ҫинчен, ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлекен пулать: эппин, унӑн хӑйне асаплантарнӑ ыйтусем пӗчӗккӗн сахалланмалла пек — ача чухне нумайрах пулмалла тӗлӗнтермӗшсем, каччӑ чухне — кӑшт чакмалла пуль вӗсем, вӑй питти чухне пачах чӑрмантармалла мар, ватӑлса, ӑсланса ҫитсен, пурне те витӗр курса тӑракан пулсан пачах пӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи, начарланса, ватӑлса кайнӑскер, сив чир тытнӑ пек чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑлса асатте ятне илтнӗ, пурӑнмалӑх ӑс пуҫтарайман.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Меккӑпа Мединӑна, аякри Аравине, ватӑлса ҫитсен кайса пуҫ тайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Палюк мучийӗ пур пӗрех итлемен, Настаҫ кинемие: «Эс халь, ватӑлса ҫитнӗскер, ҫӳпӗрен те такӑнатӑн та, саншӑн тӑманасем айӑплӑ-им?» — тесе ирттерсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫырансен икӗ енӗпе тахҫан-тахҫан, асаттесем лартнӑ йӑмрасем сарӑлса кайнӑ, ҫырма тӗпӗнче вӗсен тымарӗсем ватӑлса ҫитнӗ ҫын сухалӗсем пек сайран туха-туха выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ватӑлса чунӗ хытнӑ ҫын ҫемҫелнине эп хам пурнӑҫра пӗрремӗш хут куртӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫур ӗмӗрне вӑл салтакра ирттернӗ, халь ӗнтӗ ватӑлса пырать; пурнӑҫа та, ҫынсене те пӗлмелле пекчӗ, ҫар судне лекрӗ те — мӗн туса хучӗ!

Пробыв половину своего века солдатом, сейчас он, казалось бы, должен был понимать и людей, и жизнь, но угодив под военный суд, выкинул такое…

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна паян та, тепӗр ҫул та… мӗн ватӑлса виличченех чӗрӗ-сывӑ ҫӳрессӗн туйӑнать.

Ему почему-то кажется, что он будет жив и сегодня, и завтра, и всегда… до самой глубокой старости.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун пек чухне пӗр кун пӗр ҫул пек тӑсӑлать, ӑна кӗтсе илеймесӗр ватӑлса ларӑн.

День годом покажется, пока ждешь, состариться можно.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тен, эппин, ватӑлса ҫитнӗ те вӑл, леш тӗнчере мӗн пулассине курма хатӗрленет?

— Может, он постарел и готовится посмотреть, что будет на том свете?

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ватӑлса ҫитсен пӗчӗккӗ чухнехи ӗҫӗсене каялла май туса каять — чӑх-чӗп хураллать, ача пӑхать.

Состарившись, чуваш начинает жить как бы наоборот: стережет домашнюю птицу, нянчит внуков.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех