Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмсем (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах маттур Еркиней Ҫӳлти ҫӑлтӑр пек пӑхать, Пур ҫӗрте те ун телей Хӗррипе тан тӑкӑнать: Утмӑл тантӑш каччӑсем Ҫӗр чӗтретсе ташлаҫҫӗ, Туй арӑмсем, хӗр ҫумсем Пӗрне-пӗри мухтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хай ҫимӗк иртсен, эрне кун ирхине Нумайччен кӗтӳ тӑчӗ пухӑнса: Арӑмсем, хӗрсем васкамарӗҫ килсене, Вакларӗҫ сӑмах, ҫапрӗҫ пайтах талпаса.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Паҫӑрах ҫакӑн ҫинчен калаҫасшӑн та эпӗ санпа, хӑв мана ӑнланмасӑр чарса пыратӑн, эпир хамӑр калаҫмасан, пирӗн арӑмсем ҫинчен кам калаҫтӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Юхса каякан шывне канав тӑрӑх тепӗр хут пымалла тусан, ҫуркуннепе кӗркунне кӑна мар, ҫӗрӗн-кунӗн, хӗлӗн-ҫӑвӗн арман кӗрлесе ларӗ, ҫӑнӑх юхса тӑрӗ, арӑмсем пулӑпа какай ҫиме пире валли ҫӑкӑр пӗҫерсех тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ҫамрӑк чухне хам тиркенӗ хӗрсем, арӑмсем пурте ҫемьеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Вара ҫапла шухӑшлатӑп: халь пулсан, ҫав тӑлӑх арӑмсем валли кану вӑхӑтӗнче ахалех ҫӑпата туса парӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Халь ҫав вӑхӑтсем куҫ умне тухсанах, шавлӑ пасар, мӗн те пулин илме тухнӑ тӑлӑх арӑмсем аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ямшӑк, хитре йӗкӗт, кӗсйинчен ҫаврака тӗкӗр кӑларчӗ, шлепкине хывса, сарӑ ҫӳҫне якаткаларӗ, ҫав хушӑрах, сенкер куҫӗсене хӗскелесе, кӳршӗсен чӳречисем еннелле пӑхкаласа илчӗ: хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем пурте куҫӗсене кунталла тӗлленине вӑл аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ҫине чиперкке хусах арӑмсем ӑмсанса пӑхнине аван чухлать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмсем хытӑрах пуль, хӑвӑр мӗскӗнрех пуль.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хутаҫсем пушӑ мар-ха — шӑрттан та, типнӗ чӑкӑт та чылаях чикнӗ арӑмсем.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртре хӗр арӑмсем пур, аптӑрамастӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Курас пеккине куртӑр та халь арӑмсем патне васкатӑр?

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмсем качча тухма ӗлкӗреймен пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмсем кӗтсе ывӑнчӗҫ пуль.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мусульмансен килӗнче яланах аслӑ арӑм хуҫа пулмалла, ытти арӑмсем упӑшкипе ун урлӑ калаҫаҫҫӗ, мӗн те пулин кирлӗ пулсан унран ирӗк ыйтса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти арӑмсем кунта Сююнбике чӗнсен кӑна килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ибрагим кулса кӑна тавӑрчӗ: эп киле уразана таврӑнатӑп та, гашура ирттерме таврӑнатӑп, арӑмсем мӗнле пурӑннине пӗлсех те каймастӑп ҫав терӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмсем кӑмӑлсӑр пулӗҫ те ӗнтӗ, ан тив…»

Женщины, конечно, взбеленятся…»

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шыв ӑсма каякан хӗрсем хитре качча курсан хӗрелсе каяҫҫӗ, ҫамрӑк арӑмсем ун хыҫҫӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхаҫҫӗ.

Девушки, шедшие по воду, завидев красивого парня, смущенно отворачивались; молодайки же откровенно глазели ему вслед.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех