Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айккипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер каҫхине эпӗ хулари пахча айккипе утса пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Пӗрре ҫулла, ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра, аттепе иксӗмӗр пуп пахчи айккипе пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ав пырать вӑл урам айккипе, ҫӗнӗ пир сумкине, пушӑскернех, ҫакса янӑ, пуҫне каҫӑртса утать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулӑн икӗ айккипе е ҫӳллӗ кантӑр, е сенкер ҫеҫкеллӗ йӗтӗн лӗпӗшсене илӗртсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан пиччесен карти патне пырса тӑтӑм, пӑхкаларӑм, итлекелерӗм, карта урлӑ хӑвӑрт каҫса ҫӗрулми йӑранӗсем айккипе утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Икӗ айккипе вӑрӑм ыраш.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла каласа Гаврила пирӗн карта айккипе хӑвӑрт утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Касак Ваҫҫи атте ҫине урнӑ пек пӑхса илчӗ, чӗлӗмне мӑкӑрлантарса, урам айккипе хӑвӑрт утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче, ҫапла каласа, пит хӑвӑрт килкартинчен кӗреҫе илсе килчӗ, кӗлет айккипе купаланӑ тӑпрана сирсе, ҫын кӗмелӗх шӑтӑк турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем пит ывӑннӑ пулмалла: нумайӑшӗ кивӗ чиркӳ карти айккипе хурӑнсен сулхӑнне тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лашана чӗлпӗр вӗҫӗпе ҫапкаласа хӑваларӑм, насус сарайӗ патӗнчен пӑрӑнса, ял айккипе чуптартӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулӑн икӗ айккипе ансӑр анасем тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ак сана виҫӗ тенкӗ укҫа, Илия, — терӗ вӑл тарҫи айккипе мухмӑрлӑ куҫӗпе пӑхса.

— Вот тебе три рубля, Илия, — сказал, косясь похмельным взглядом на работника.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, ҫук, каях хуллен, — терӗ те йӗкӗт ҫул айккипе малалла утса кайрӗ.

— Нет, нет, езжай потихоньку, — на ходу откликнулся юноша, не оглядываясь на кучера.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унӑн икӗ айккипе хӑва ӳсетчӗ, шывӗ тӑп-тӑрӑччӗ, тӗпӗ курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Кайрисем малтисене тӗксе, сиркелесе ҫул айккипе иртсе кайма тытӑнчӗҫ, тӑрантаспа тупӑка хупӑрласа илчӗҫ.

Задние, подталкивая идущих впереди, оттеснили их на обочину дороги, окружив и гроб, и тарантас.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яра кунах тӳсме ҫук шӑрӑх ҫанталӑк пуласса систерсе кӳршӗ лупасӗн айккипе хӗртнӗ хӗвелӗн пӗр хӗрри курӑнать.

А вскоре, обещая яркий погожий день, из-за крыши соседского сарая выглянуло уже с утра горячее солнце.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аслӑ урам тӑршшӗпе Хӑма витнӗ ҫурчӗсем; Урам икӗ айккипе Ем-ешӗлех сачӗсем.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Илемлӗ вырӑн: шыв, вӑрман, Сӑрт айккипе пырать сӗм хырлӑх, Ак таран кӳлӗ, шыв армань, Хурамасем тип айлӑмра, Ав, хӑвӑлланнӑ ват йӑмра.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗпер тӑвиччен малтан ҫырма икӗ айккипе ҫыран таранах ҫӗр купаланаҫҫӗ иккен, вара, шыв юхмалӑх вырӑн хӑварса, тем вӑрӑмӑш дамба туса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех