Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Велосипедпа, уйрӑм мобиль хатӗрӗсемпе усӑ куракансене хӑрах алӑпа е руле тытмасӑра пыма, транспорт хатӗрӗсен конструкцийӗпе пӑхса хӑварман пулсан, пассажирсене турттарма, ятарласа йӗркеленӗ вырӑнсем пулман чухне 7 ҫула ҫитичченхи ачасене турттарма, велосипедпа ҫӳренӗ май ҫуран ҫӳремелли ҫул урлӑ каҫма чараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn

1943 ҫулта, хӗрсене вӑрҫа яма тытӑнсан, Маюк хӑрах ураллӑ, костыльпе ҫӳрекен хӑйсен кассинчи Николай Лепешкина качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Манӑн кӗллӗме Турӑ илттӗрех" // Нина МАЗЯКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50254-man- ... -iltt-rekh

Хӑрах аллине вӑл, пукане пекскер, виҫ-тӑватӑ ҫӗр улми те кӗртеймест-иҫ, анне, — хирӗҫлеҫҫӗ арҫын ачасем харӑссӑн.

Куҫарса пулӑш

Чи маттурри — Урине // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 262–263 с.

Ман патах лӑпӑстатса ларчӗ вӑл, вара кусемпе май килмест капла тенӗн хӑрах ҫунаттине лас сулса апат ҫиекен чӑхсем еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Унта, этем ҫӳллӗш курӑк хушшинче, малти хӑрах урине ҫӗклесе, хӳрине пӑлтӑртаттарса Тарзан тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Ан хӑра, — лӑплантаранҫи турӗ Скорпион вӑрӑм та лапҫӑркка ҫӳҫне каялла хӑрах аллипе шӑлса.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Эх, чипер ӳссен, пепкем, санран та ҫын пулать вӗт-ха, — текелесе мӑнукне вӑл ялан хӑрах аллипе чӑх чӗпписене ҫунаттипе ҫупӑрланӑ пек ҫупӑрлать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вовӑна хӑрах енчен нурӗк ӑшӑ пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Йытӑ, малти хӑрах урине ҫӗклесе, якӑлт сиксе хӑй пит аван пӗлекен ҫӗре — картон ешчӗкелле — чӑмрӗ, ача урисем ҫине лапах кӗрсе ӳкрӗ, тав туса ешчӗк хуҫине питрен япӑлт тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тӗтӗм шӑрши ҫапса лартнӑ саппунӑн хӑрах вӗҫӗпе куҫне шӑлать Амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Е тата ҫавнашкал меслет те пур унӑн: ача-пӑчан ҫӑварне хӑрах аллипе хуплать те тепринпе сӑмса умӗнче питӗ хаяр, сехечӗ-сехечӗпех сунаслаттарма пултаракан темле ҫӑнӑх тытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ман Мукун ак ҫак аллинче хӑрах пӳрни ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫурри уҫӑ хапхаран кӳршӗри Кӗнатисен амӑшӗ, хӑрах аллине куҫӗ тӗлне тытса пӑхаканскер, курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Суха пуҫӗн хӑрах туртине, ҫӗршӗннипе хуҫӑлнӑскерне, улӑштарать малтан, купташкасене пуртӑпа ҫапа-ҫапа пӗлтӗрхи тӑпраран тасатать, хӗрарӑмсем тем тӗрлӗ муталаса ҫыхса пӗтернӗ пӑркӑч-пӑявсемпе вуншар тӗвӗллӗ кантрасене каса-каса перет те тин ҫеҫ хӑй явнине ҫыхса пӑрать, вара тӑрӑ тӳпери хӗвел ҫине пӑхса илсе суха пуҫӗн кӗленче пек ҫуталса, якалса кайнӑ шӗшкӗ авринчен ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вихтӗр хӑрах аллипе витрене тайӑлтарса тытать, тепринпе, пӗҫерттере-пӗҫерттере те пиҫтерсе ярсах, кӑвара хӑвӑрттӑн иле-иле витрене пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Председатель куфайкипе сӑран аттине ҫапса илчӗ, тӑрантас ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе ларчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑрах ураллӑ тееймӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Узин Алюнана хӑрах аллипе хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

1943 ҫулта Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫура ҫухатнӑ вӑл хӑрах урине.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑрах урин чӗркуҫҫи таран ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элиме темиҫе хутчен хӑрах хӑлхине хыпашласа илчӗ, куҫӗсене мӑч-мӑч хупрӗ, шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех