Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӳрре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лишайкин ура ҫине сиксе тӑчӗ, кӑрн! та кӑрн! тутарчӗ пырне, тӳрре тухма тӑрӑшрӗ, Арсентьева хӑйне кирлӗ-кирлӗ марпа варалама пӑхрӗ, анчах ӗҫӗ тухмарӗ ун.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чекистсем хӗрсем хӑйсем ҫыпҫӑнчӗҫ тесе тӳрре тухма хӑтлансан та офицерсене хытӑ шаккаса асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял ҫынни ӗҫлӗ калаҫусенче вырӑнтипе е аякран килнӗ хӑнапа иккӗленет, тӗрӗс хурав памасть, шухӑшлама вӑхӑт ыйтать пулсан, «минтерпе калаҫса пӑхам-ха» тесе тӳрре тухать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑнах та, салтак арӑмне тӳрре кӑларас текенсем те тупӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Аманнӑ пултӑр, анчах чӗрӗ», — хӗрарӑмла тӳрре кӑларасшӑн тӑрӑшатчӗ вӑл хӑй ӑмсаннине.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Профессор хирӗҫлемерӗ пулин те, Ваҫиле Николай Петрович сӑмахӗсем тӳрре тухасса шаннине тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав шанчӑка тӳрре кӑларасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ваттисем калани, апла, тӳрре тухать, — халӑх ӑслӑлӑхне пӗтӗм чунран туйса илсе калать Нинук.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапла ӑнлантарни те мана тӳрре кӑлараймасть пулсан эпӗ акӑ мӗн каласшӑн: манӑн тусӑм та, ыттисем пекех, пурнӑҫ пуҫламӑшӗнче ача пулнӑ, ҫав пӗчӗкскере халалласшӑн кӗнекене.

Если же все это меня не оправдывает, я посвящу эту книжку тому мальчику, каким был когда-то мой взрослый друг.

Пӗчӗкҫеҫ принц // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Владимир Путин Президент Германие нацизма тӳрре кӑларакансемпе ҫывӑхланасси ҫинчен нимӗҫле асӑрхаттарнӑ, — ҫапла вӑл Павел Зарубина «Россия 1» телеканалти «Москва.Кремль.Путин» программӑра интервью панӑ чух канцлер пулнӑ Герхард Шредера тапӑнни пирки каланӑ.

Президент Владимир Путин по-немецки предупредил Германию об опасности сближения с теми, кто оправдывает нацизм, — так он прокомментировал нападки на бывшего канцлера Герхарда Шредера в интервью Павлу Зарубину в программе «Москва. Кремль. Путин» на «России 1».

Путин Германие нимӗҫле сигнал янӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/politika/2023-10 ... an-3489439

Виктор хастарлансах калаҫнисем майӗпе Завьялова хӑйне те тӳрре кӑларнӑ, вӗсем Завьялов хальхи вӑхӑтра хӑйне мӗнлерех тытнине, вӑл пассивлӑ пулнине, вӑл ҫурри таран ҫеҫ хӗрсе пурӑнма тивӗҫлӗ пулнине тӳрре кӑларнӑ пек пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗншӗн тесен кунта ҫынсемпе ӗҫлеме тӳр килнӗ, вӑл пурин шанӑҫне те тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Ун пек пулсан, унӑн Скибӑна мӗншӗн ҫупса ямалла пулнине каласа памалла, тӳрре тухма тӑрӑшмалла, хӑй туса хунӑ ӗҫ нервӑсем пӑсӑлнинчен, чирленинчен, тата тем те пӗртен килнине ӗнентерме тӑрӑшмалла пулатчӗ…

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шухӑшласа кӑларнӑ (Кӗрешӳ мар, Сталин каярахпа хӑйӗн саккунсӑр ӗҫӗсене тӳрре кӑларас шутпа шухӑшласа тупнӑ кӗрешӳ мар, чӑн-чӑн кӗрешӳ, ним хӗрхенӳсӗр кӗрешӳ пулнӑ вӑл!..

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсемпе усӑ курса теме те тӳрре кӑларма пулать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халь тӳрре кӑларнӑ, реабилитациленӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара вӑл уҫҫи-хуппине чухласа илӗччӗ, хӑйӗн тӳрре тухма кирлине пӗлӗччӗ, хӑй пленра пӗр минут та пулманни, хӑйӗн пур докуменчӗсене те упраса хӑварни ҫинчен тата тепӗр хут, тӗплӗн, пур вак япаласене те аса илсе каласа кӑтартӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӳрре тухас тетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа та тархасшӑн хӑвна тӳрре кӑлармалли сӑлтав ан шыра, ху ӗҫлени ҫине, вӑй ҫитнӗ таран хӑвӑн пысӑках мар тивӗҫне пурнӑҫа кӗртсе пыни ҫине ан яр.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сӑмах патӑн пулсан, ӑна тӳрре кӑлармаллах.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех