Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сулӑнса (тĕпĕ: сулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк Доруца сулӑнса кайса ҫӗре ӳкрӗ, пичӗпе алӑк сулли ҫумне ҫапӑнчӗ.

Потеряв равновесие, маленький Доруца упал, ударившись лицом о косяк двери.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Матви хӑйне парнеленӗ юлашки икӗ пӗренине ҫӗклерӗ те сулӑнса кайрӗ, ӑна йывӑр пӗренесем кӑшт кӑна ҫӗре лӳчӗркесе антармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ вӑл сулӑнса кайрӗ, лаша йӗвенӗнчен ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл каласа пӗтереймерӗ, кӗлетки сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лешӗ, сулӑнса кайрӗ пулсан та, ура ҫинче тытӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑвашла хапха тӗлӗпе шайлашсан, ӑнсӑртран пек ҫаврӑнса пӑхрӗ те хапха хӑмисем тикӗтлине асӑрхарӗ, темле хӑрушӑ тискерпе тӗл пулнӑ чухнехи пек сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ура ҫинче ҫирӗп тӑрайман пирки вӑл стена ҫумнелле сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак самантра Иван пӗтӗм кӗлеткипе сулӑнса пӗррех вирлӗн туртрӗ те, алӑка ҫаклатнӑ тимӗр ҫекӗл тӑпсинчен тӑпӑлса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑк хупӑннӑ самантра кил хуҫи тенкел ҫинчен, хӑяккӑн сулӑнса, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт кӑштах сулӑнса кайрӗ, ҫапах та ури ҫинче тытӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, малтан шуса килекенни, самаях пысӑкскер, Услипе Хветут хушшинчи вӗрлӗк картана хӑй айне тӗркелесе чиксе, урамалла йӑтӑнса тухрӗ, ҫӗре чӗрмелесе хуралнӑ сӑмсине ҫӗклесе чӳхенсе илчӗ те ку еннелле сулӑнса шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене илтсен Эрнепин куҫӗсем хуралса килчӗҫ, вӑл сулӑнса кайрӗ, лутра тенкел ҫинчен кӑшт ҫеҫ ҫӗре шуса анмарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кравать патӗнчен иртсе кайнӑ чух, те вӑл хӑй сулӑнса кайрӗ, те ӑна Анна кулмалла тӗксе ячӗ, иккӗшӗ те ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫинук сулӑнса кайрӗ, ури пушӑ бидона перӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Арӑмӗ сулӑнса кайрӗ, кӑмака умӗнчи сак ҫине перӗнсе, ҫӗре пӗтӗрӗнсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрарӑм сулӑнса, сулӑнса кайрӗ те ҫӗре кӗрӗп турӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Туртса ҫапрӗ вӑл мана Тута урлӑ чышкипе, Чут каяттӑм сулӑнса.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Сасартӑк ҫемҫелсе лӗнчӗр кайнӑ келетке пӗрре малалла, тепре айккинелле сулӑнса илет, пуҫӗ кӑкӑр ҫине усӑнать.

И вдруг размякшее от тепла тело его покачнулось вперед, вбок, голова свесилась на грудь.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утма тытӑнсанах вӑл сулӑнса кайса хӳме ҫумне пырса ҫапӑнчӗ.

Сделал шаг и покачнулся, в глазах потемнело, круги пошли, прислонился к забору, постоял.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан сулӑнса каять, тӳрленет.

Отшатывается, затем выпрямляется.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех