Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сиккипе (тĕпĕ: сикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ар-Сӗнтӗр крепоҫӗнче пӑлхавҫӑсем пурччӗ-ши, ҫукчӗ-ши — ӑна тӗкӗрҫӗсем пӗлмерӗҫ, ҫапах синкерлӗ вырӑнтан сиккипе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утне вун ҫичӗ ҫулхи каччӑ евӗр яшт кӑна сиксе утланать, чӗлпӗрне кӑрт туртать те Мамич-Бердейпе юнашар пырса хапхаран сиккипе тухса вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем тепӗр хушӑ сиккипе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуларан тухсан Сарри чылайччен сиккипе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе ҫӗрте хурал заставине илсе кӗрсе ярлыкне тӗрӗслерӗҫ унӑнне, Сӑр леш енче ушкуйниксенчен сиккипе тармалла пулчӗ, ҫавӑ анчах.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турханкасси уйне тухсан ҫул лайӑхланчӗ, лашасене сиккипе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй васкаса ҫыран хӗрне тухрӗ, Иливанпа Автее шыраса тупрӗ те, виҫҫӗн сиккипе килелле вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан пӗр утӑм юлмасӑр Атапай сиккипе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашаллисем сиккипе пынӑ ҫӗртенех хула хапхисем патне пырса тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлеҫҫӗ пуль, вырӑс патшипе чаплӑ вайпутсем патне сиккипе пырса тухни килӗшӳллӗ пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ун чух ашшӗне хӳтӗлесе ун хыҫҫӑн сиккипе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем хыҫҫӑн сиккипе пыракансем хушшинче Япанча мӑрсан лапсӑркка ҫӗлӗкӗ аякранах курӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисинов каялла ҫаврӑнчӗ, такама чышкӑпа юнарӗ, хыҫалта инҫе те мар вырӑс юлан учӗсем сиккипе килнине асӑрхасан шӑлне ҫыртса хӑйӗн воинӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арскран Хусана кайма тухнӑ икӗ юлан ут мӗн хулана ҫитиччен сиккипе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Савӑннипе чӗлпӗрне карт! туртрӗ, мӑрса хыҫҫӑн сиккипе хирелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуран хуҫи тек кӗтсе лараймасть, инҫетре те мар ҫӳрекен лашине сиксе утланать те сиккипе ҫеҫен хирелле вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуса ҫитесле, лашине ҫавӑрчӗ те вӑл сиккипе вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Элекҫи, лашине утланса, сӑрт ҫинчи ҫул тӑрӑх сиккипе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тарҫӑра пурӑнакан хӗр, ҫав асамат кӗперрине курсанах, тимӗр кӑвак лаша ҫине утланнӑ та лашине сиккипе чуптарса асамат кӗпере айӗнчен тухнӑ, ҫав самантрах вӑл арҫын пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр хушӑ вӗсем сиккипе чуптараҫҫӗ.

Телега тряско задребезжала на выбоинах дороги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех