Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Питне (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ питне хуплакан хупкӑча ҫӗклерӗ те аялалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унран вунӑ — вун икӗ метрта хулӑн тиртен ҫӗленӗ куртка тата шӑлавар, пуҫне хулӑн калпак тӑхӑннӑ, питне тӗслӗ кантӑклӑ хӳтлӗхпе хупланӑ ҫын колоннӑсене тӗреклетме пулӑшакан ҫавра тимӗрсене шӑратса ҫыпӑҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӑлт-чалт тутарать шуйттан ун питне йӗпе чӗлхипе, сӑмсине хыпса лартать, ӑна тӗке-тӗке тӑрӑшсах ӗмме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мана ҫапах та пӗр япала канӑҫ памасть, — хӑрӑмлӑ питне шӑлса илчӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӑрманта ирттертӗм ӗмӗре, анчах та кунашкал канмасӑр ӗҫлесе курман, — тарлӑ питне ҫаннипе шӑлать Хӗрӳ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра, тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех ҫӗр питне симӗс тумпа илемлетсе, ҫут тӗнчене сиплӗх кӳрсе этемлӗхе савӑнтарса кашлать вӑрман…

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арҫынларах тӗслӗскер, кук-тӗрриллӗ питне пытарас тесе-ши, тутӑрне хупларах ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗремесленсе кайнӑ питне Тарин вӗҫӗмех шӑла-шӑла илет, ун-кун ҫаврӑнкалать, аптранӑ енпе рабочисене тепӗр хут алӑ парса тухма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Питне куктӗрри пусса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Комсомол «тилхепине» ҫирӗп тытма сӗнекен, лартнӑ йывӑҫ тавра тӑпра таптаса ҫаврӑнакан, ирхи хӗвелпе питне ҫӑвакан, палламан каччӑпа пыракан Анюта…

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман сисмесӗрех питне аллипе сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сахал хӗненӗ ахӑр, — питне пӗркелентерчӗ офицер, юри хӑйне йӗрӗннӗ пек кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата кампа ҫуратас, — питне тутӑрпа хупласа ӗсӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Илихван, кӳреннӗскер, шыҫӑннӑ питне пӗркелентерчӗ те чылайччен шӑпӑрт пулчӗ хӑй ҫинчен манса каясса шанса, анчах та ӑна шеллеме никам та шутламаннине кура юлхавлӑн хӗрарӑмсен хушшинчен тухрӗ, мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑра хӗрарӑмсем минтер питне — ҫивиттине уйрӑм пиртен — алӑпа, чӑваш тӗррисемпе тӗрлесе тӗртнӗскертен ҫӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗслевҫӗ сулӑнса кайрӗ, чутах ӳкетчӗ, аллисемпе питне хупласа йытӑ пек айккинелле сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Питне, тӑнлавӗсене сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Нимех те мар, куҫа ҫӳпӗ кӗчӗ, ҫавӑ ҫеҫ… — питне ал тупанӗсемпе сӑтӑрса типӗтрӗ хӗр, анчах та куҫҫулӗсем, юри тенӗ пек, тата та вӑйлӑрах шӑпӑртатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Куҫҫуль? Ӑҫтан?» — хӑвӑртрах амӑшӗ куриччен шӑлса типӗтрӗ вӑл питне.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуйхӑллӑскер аллипе питне шӑлса илчӗ те вӑл йӗпе пулнинчен тӗлӗнсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех