Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малта сăмах пирĕн базăра пур.
Малта (тĕпĕ: малта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуласенче тӗпленнисем, астӑватӑрах пулӗ, кашни ял территорийӗнче ентешлӗх уявӗсене ирттерчӗҫ, вӗсенче, юрӑ-ташӑпа савӑнтарнисӗр пуҫне, производствӑра малта пыракансемпе общество ӗҫӗнчи пултаруллӑ ҫынсене тӗрлӗ ведомствӑсен Хисеп грамотисемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Ҫакӑ хура ӗҫре телевизор, аскӑн ӗҫе вӗрентекен тӗрлӗ ирсӗр хаҫат-журнал, никама сума сумасӑр (ирӗккӗн) пурӑнма вӗрентекен кӗнекесемпе радио-передачӑсем питӗ малта пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ахальтен-им, тӑванӑмсем, хамӑр ҫине хамӑр алӑ хурса вилессипе эпир, чӑвашсем, тӗнчери ытти халӑхсем хушшинче малта пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

«Чи малта пыраймасан та — Мишка мехелӗпе тапалан.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кам пӗлет, ӳссен, тен, малта пыракан бригадирах пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ку таврари паттӑр, Шӑматху ятлӑскер, чи малта шурӑ лашипе пынӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Мӑйӑхӗ шӑтса тухма ӗлкӗреймен пӗр ҫамрӑк, малта тӑраканскер, кӑра характерне палӑртса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Чи малта тӑракан Сухви йывӑррӑн сывласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Юлашкинчен ҫемйипе пуҫтарӑнчӗҫ те пускиле кайрӗҫ, малта ваттисем пычӗҫ, вӗсем хыҫӗнчен ҫамрӑккисем пукансем йӑтса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Каялла таврӑнсан, малта ӑнӑҫу пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавӑнпа та «Командир малта пырать» конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Командирсем маттур та пултаруллӑ // Петр ПОРЯДКОВ. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%ba%d0%b ... %bb%d3%91/

Мӗн кӗтет малта, инҫетри те вӑрӑм ҫулта — пӗлмест вӗҫеве тухакан чун.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Этемӗн ун вӑй-халпа кӑна мар, ӑс-пуҫпа та малта пыма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Малта — аэростат.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Улӑхса ҫитес чух Левен, туп-тулли кастрюльпе малта пыраканскер, каялла ҫаврӑнать те: — Малалла мӗн пулать капла? — тет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хуняма карчӑк чи малта кастарса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ теми унчченхи тата хальхи литературӑра малта пыракансенчен пӗри пулса юлать.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри тӗп библиотека Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3757125

— Чим, Узурпаттӑр сана лайӑх вӗреннӗшӗн, вӗренӳре малта пынӑшӑн ярса илнӗччӗ вӗт-ха, ку вара мӗн амакӗшӗн?

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ялан малта пыма ӑнтӑлмалла…

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эппин, Шевченко старшина каларӑш, Эйнштейнсемпе Курчатовсен, Кюрисемпе Королевсен чӑн-чӑн мӑнукӗсем пулмалла, ялан малта пыма ӑнтӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех