Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫтук (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫтук ҫапах вырӑн ҫинчен тӑчӗ, тусне ӑсатма кил картине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине Пазухина станцӑна ҫити ӑсатма Кӗҫтук хӑй пырасшӑнччӗ, анчах ӑна, шӑнма юрамасть тесе, пӳртрен кӑларасшӑн пулмарӗҫ, вӑл вырӑнпа выртмаллах чирлӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ хутларӗ, унтан каллех сӗтел умне ларчӗ, кӗнеке вуланӑ чухнехи пек, хӑлхисене аллисемпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫавна ҫеҫ ӗмӗтленнӗччӗ-и эпӗ?! — терӗ те хыттӑн Кӗҫтук черккери эрехне шалт ӗҫсе ячӗ, пуҫне сулласа илчӗ; вӑрӑм хура ҫӳҫ пайӑркисем, сарлака шурӑ ҫамки ҫинелле сапаланса, ҫӑра куҫ харшисене хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ак ҫак тирекӗнни чухлӗ те ҫук-ҫке этем ӗмӗрӗ, — терӗ Кӗҫтук, чӳречерен ӳкекен ҫутӑра сарӑлса ларакан ҫамрӑк йывӑҫ ҫинелле пуҫӗпе сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук пӗр вӗҫӗмсӗр пирус мӑкӑрлантарчӗ, хӑйне валли амӑшӗ ятарласа пылпа вӗретнӗ эрехе пӗчӗккӗн яра-яра ӗҫрӗ, анчах усӗрӗлмерӗ, ӳсӗрме те чарӑнмарӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑкӑрне ярса тытса, урама илтӗнмелле ӳсӗрчӗ, кӗл витрине юнлӑ сурчӗ…

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ан калаҫ, Кӗҫтук, кирлӗ мара!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эрех мар, юн каять ман ӑшӑмран, — терӗ хӑрӑлтатса Кӗҫтук, шурӑ юр ҫинче палӑракан хура пӑнчӑсене тӗллесе, унтан аллинчи тутӑрне саркаласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук пусма карлӑкӗнчен уртӑнса тӑрать, икӗ аллипе те кӑкӑрне ярса тытнӑ та каҫӑхса кайса ӳсӗрет.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫветкӑ вӑхӑтӗнче Кӗҫтук Наталья Лаврентьевнӑна хӑйӗн ҫи-пуҫне пачӗ, хӑй унӑн тумне тӑхӑнса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Васкамалла ман, — шӳтлесе хирӗҫлерӗ Кӗҫтук.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кур, пӗл пирӗн Пӑртта йӑхне! — терӗ те Кӗҫтук, каллех кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук, мӗнле хуҫа пулчӗ вара ку, пире ҫул параканни? — ыйтрӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Темиҫе ҫухрӑм ҫапла ӗрӗхтерсе кайсан, Пазухин утсене кӑштах чарчӗ, Кӗҫтук ӑна хӑваласа ҫитрӗ те, Григорьев каллех арӑмӗ ҫумне куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Асту, никама та хӑвӑнтан ирттерсе ан яр, никамран та ан пӑрӑн! — чӑрсӑррӑн хушрӗ Кӗҫтук.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Чӑнах та, юрлӑр-ха, Наталья Лаврентьевна, — ыйтрӗ Кӗҫтук та.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук Наталья Лаврентьевнӑна час-часах хӑйӗн хуйхи-суйхине уҫса парать; ҫемҫе чунлӑ хӗрарӑм унӑн сӑмахне ӑнланса, ӑша хурса итлет, хӑй те хирӗҫ ӑшӑ сӑмах каласа йӑпатма пӗлет.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук каникула таврӑнмассерен, пушӑ вӑхӑтра, Григорьевсем патне кайса ларма юратать, тепӗр чухне ҫав лӑпкӑ та килӗшӳллӗ ҫемьере вӑл хӑйне хӑй килтинчен те лайӑхрах туять, унта калаҫса-кулса пӑлхавлӑ чунне лӑплантарать.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Калаҫу йывӑрланчӗ, Кӗҫтук салхуланнӑҫемӗн салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук пӗр хушӑ хура куҫ харшисене пӗрсе, чӗнмесӗр, пирус мӑкӑрлантарса ларчӗ те каллех хӑйне канӑҫ паман япала ҫинчен калаҫа пуҫларӗ, пӗр пирусӗ ҫунса пӗтсен, тепӗр пирус чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех