Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул хӗрринчи виҫӗ юман, виҫӗ пӑхаттир, кӗрхи ҫилпе мӑнаҫлӑн кашлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул хӗрринчи пуринчен те ҫӳллӗ, пуринчен те сарлака ват юман кӗрхи ҫил ҫинче пӑхаттир пек курӑнса кашлать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗрремӗш бригада кӗрхи ыраша Инҫет Ҫыранра акса пӗтернӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӑшӑрхану, кӗрхи пӗлӗт пек, ун тӗлӗнче сыхлавра тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа та инҫетрен те, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче те, ӑна вӑл мӗнле-тӗр вӑй пулӑшнипе йӑнӑшмасӑр палласа илет.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗрхи хура каҫ пек куҫ харшиллӗ, хура ҫӳҫлӗ пулнӑран ӑна Каҫпи тесе ят панӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Пӗлтӗр кӗрхи пӳлмесене 62 пин тонна сарӑ ылтӑн кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

«Кӗрхи мода-2023» конкурсра классем фантастикӑлла костюмсем, ҫӳҫне тураса якатнӑ тата сцена ҫинче хӳтӗлекен пуҫ тум тӑхӑннӑ.

В конкурсе «Осенняя мода-2023» классы представили фантастические костюмы, прически и головные уборы, которые они защищали на сцене.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Классене пурне те килти задани панӑ: кӗрхи юрӑ, кӗрхи костюм тата «Ах, ку кӗркунне!» кӗрхи тематикӑпа ҫыхӑннӑ творчество номерӗ хатӗрлемелле.

Всем классам было дано домашнее задание: подготовить осеннюю песенку, осенний костюм и творческий номер «Ах, эта осень!», связанный с осенней тематикой.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Конкурссене пурне те кӗрхи пӗр темӑпа ҫыхӑнтарнӑ.

Все конкурсы были связаны одной осенней темой.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Октябрь уйӑхӗнче Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти йӑлана кӗнӗ тӗп уявсенчен пӗри - Кӗрхи бал, унта 4 класра вӗренекен ачасем хутшӑннӑ.

В октябре в Бижбулякском СОШ №2 состоялся один из главных традиционных школьных праздников – Осенний бал, в котором приняли участие ребята 4-х классов.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Ахальтен мар ҫак кӗрхи вӑхӑтра Кӗрхи бал ирттерме йышӑннӑ.

Недаром в эту осеннюю пору принято проводить осенние балы.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Шкул ачисемпе учительсем ҫырусем ҫыраҫҫӗ, посылкӑсем пуҫтараҫҫӗ, ҫавӑн пекех кӗрхи ярмӑрккӑсем ирттереҫҫӗ, вӗсенче пухӑннӑ тупӑшӗсене пирӗн ушкӑна параҫҫӗ.

Школьники с учителями пишут письма и собирают посылки, а также проводят осенние ярмарки, вырученные средства от которых передают в нашу группу.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Халӑхӑн юратнӑ кӗрхи уявӗсенчен пӗри - Таса Турӑ Амӑшӗ Хӳттийӗ.

Один из любимых осенних народных праздников - Покров Пресвятой Богородицы.

"Пукрав Батюшка" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ka-3483293

Пишпӳлекре пулас салтаксене чӗннӗ Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне кӗрхи призыва халалланӑ ҫулленхи савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ.

В Бижбуляке состоялось ежегодное торжественное мероприятие, посвященное осеннему призыву новобранцев в ряды Вооруженных сил России.

Пишпӳлекре призывник кунӗ иртнӗ // Неля Сабахова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3479970

Ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки Пишпӳлек районӗн кӗрхи ырӑ йӑли пулса тӑнӑ.

Ярмарка сельскохозяйственной продукции стала доброй осенней традицией Бижбулякского района.

Республика кунӗнче ярмӑрккӑ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... tn-3475809

Анчах ҫуллахи уйӑхсем иртсе каяҫҫӗ, кӗрхи сулхӑн пуҫланать, унтан хӗллехи сивӗсем те ҫитеҫҫӗ.

Но пройдут летние месяцы, наступит осенняя прохлада, а там и зимние морозы.

Тропик тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗрхи ҫанталӑк — улшӑнакан ҫанталӑк.

Осенью погода переменчива.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫакӑнта кӑтартнӑ пек эсир те кӗрхи, хӗллехи, ҫурхи уйӑхсенче хӑвӑр сӑнанисене пӗрлештерсе ҫырса хурӑр.

Составьте по этому образцу сводку своих наблюдений за осенние, зимние и весенние месяцы.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗрхи уйӑхсенче сӑнаса пӗлнисене эпир пӗтӗм класпа таблица ҫине ӳкертӗмӗр.

Мы составили всем классом таблицу наблюдений за осенние месяцы.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех