Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кутӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Кутӑн (тĕпĕ: кутӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эккей вара, чӑнах та, лавкка махоркине шӑршланӑ хыҫҫӑн тин кутӑн вӑкӑр тапранать, тулли лавпа хуҫине яла аванах ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Час-часах куҫҫуль кӑлара-кӑлара ача кутӑн выльӑха пӑхӑнтарса ӗҫлеттерме хӑтланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Эсир кутӑн ача пек кирек те мӗнле хӑтланса ҫиеле тухма тӑрӑшсан та, ҫак лесапа усӑ курма ирӗк памастӑп, — терӗ инженер.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ытла кутӑн ку этем.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Ҫавӑнпа та вӑл хӑй тунӑ шӑтӑкран кутӑн чакрӗ те, пушанчӗ, пӗҫ хушшине хыпаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк лере, малта, пристань патӗнче, темскер шатӑртатрӗ, хуҫӑлчӗ, вара Володьӑна малалла, шыв патнелле, кӗпер ҫинелле, кутӑн тӑнӑ шлагбаум хуҫӑкӗсем тӗлӗпе, кӗпӗрленсе пыракан ҫынсене тытса чарма тӑрӑшакан, каҫса кайса ятлаҫакан матроссем тӗлӗпе малалла тӗртсе кайрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун пек лашасем сиккипе вӗттӗн чупаҫҫӗ, характерӗ кутӑн, вӗсем шанчӑклӑ та чее.

У таких скакунов мелкий галоп и упрямый характер, лошади уверенные и лукавые.

"Башкорт аты" фестивальте куракансем цирк джигитовкине курӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ur-3373149

Кутӑн чакса пырса хӑйӑр купи ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Укахви ҫурлине ҫивчӗш май кушак еннелле тытнипех хуллен кутӑн чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Аялта кутӑн шӑнкрав пек кӑвак чечек, куршанак пуҫлӑ туна, симӗс хутаҫ ӑшне вырнаҫнӑ мӑкӑнь пуҫӗ пек курӑк чӑлханса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Пирӗн ялта авал ҫавӑн ятлӑ кутӑн сӗкекен така пурӑннӑ!

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

(Пӑрӑх ҫӗре ӳксе кӑштах кусса кайсан, Турунов чӑнахах та ҫурӑмӗ ҫине йӑванать, Григориу та кутӑн чака-чака тем ҫине такӑнать те месерле тӳплетет.)

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тенӗ пек пулса тухрӗ ку.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑваш юланутҫисен атакине сирсе яма тесе ҫапӑҫу йӗркине тӑма пуҫланӑ драгунсем кутӑн чакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атӑла кутӑн юхтарас килет, — терӗ хайхи ку.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл кӳлӗ ҫине пӑхрӗ те: хайхи кӑвакал кутӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗри, акӑ кутӑн ларакан упа пек, шыв хӗрринче выртать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑйсен аслине пуҫҫапнӑ чух турӑ амӑшӗ еннелле вуҫех кутӑн тӑраҫҫӗ, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Манашкӑсем, чӑнах та, малтан турӑ амӑшне пуҫҫапаҫҫӗ, анчах турӑ амӑшне пуҫҫапнӑ чух хӑйсен пуҫлӑхне нихӑҫан та кутӑн тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Атя, атя, — ҫурӑмран лӳплеттерсе илчӗ мана Арҫен, — ҫын патне элттем-шелттем упӑтеленсе, ҫаппа-ҫарамас е кутӑн тӑрса кӗме аван мар.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех