Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Крым сăмах пирĕн базăра пур.
Крым (тĕпĕ: Крым) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Итле те асра тыт: Нухай ханлӑхӗ пур ҫут тӗнчере, Астрахань пур, Крым ханӗпе Турци султӑнӗ пур.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлизер мӑрсана, ку таврари ҫӗрсемпе вӑрмансен хуҫине, вырӑссем пӗр ҫулталӑк каяллах темле сутӑнчӑк ӗҫшӗн (Нургали каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисене йышӑннӑшӑн) Сӗве хулинче ҫакса вӗлернӗ иккен, ывӑлӗсем Иван патша кунталла ҫарпа килме тухни ҫинчен илтсенех ҫемйисемпе Хусана тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ӑна ҫав кӗтӗк ӑслӑ Сафана тата Крым тутарӗ Кучака мухтанишӗн ятлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Крым ҫарӗсенчен сыхланас тесе вӑл темиҫе воеводӑна хӑйӗн ҫарӗсене кӑнтӑрарахри ҫулсемпе илсе кайма, тӑшман вӑйӗсене тӗл пулсан вӗсемпе тӳрех ҫапӑҫӑва кӗме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Похода тухнӑранпа пӗр эрне иртсен государь Крым тутарӗсем Тула хулине хупӑрласа илнине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫыран хӗрринчи воевода» Айдар Волжанин ӑна Крым ҫыннисем Ҫурҫӗр Донец урлӑ каҫни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗри Крым майлӑччӗ вӗсенчен, тепри Мускав майлӑ, теприсем Нухайпа тата Астраханьпе ҫыхӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь патӗнче вӑл чӗнтернипе килнӗ патша ывӑлӗсем виҫҫӗн лараҫҫӗ: Крым ханӗ пулма ӗмӗтленекен Юнус, Астрахань патшин ывӑлӗсем Каз-Булат Тохтамышпа ун шӑллӗ Абдулла.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Утямӑш ханпа Сююнбике регентшӑсӑр пуҫне эпир сире Мускава ӑсатма Крым княҫӗсемпе вӗсен арӑмӗсене, Кучак уланӑн икӗ ывӑлне, Ак-Муххамед уланӑн ывӑлне тата вӗсен тарҫисене паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утлӑ ҫарти юзвашисем пурте тенӗ пекех Крым ҫыннисем, ӑна итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Крым княҫӗсем хан пулма Булюка илсе килесшӗн.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата Хусанти ӗҫсене Крым питӗ пӑтратать.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗ пӗччен ҫын пулсан калӗччӗ: тупнӑ хуйхӑрмалли, пурӑн аҫу килӗнче, мӗн тӑватӑн ҫав Крым уланӗпе тейӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Юсуф князь, эс мана хӑвӑн тусу тесе шутла, хӑвӑн тӑшманусене ман тӑшмансем тесе шутла. Эпир тахҫанах ҫапла каласа хупӑ: Турци, Крым, Нухай, Астрахань тата Хусан пӗр юртра пурӑнмалла, вӗсен пурин те пӗр тӑшмана хирӗҫ кӗрешмелле», — тенӗччӗ унта султан.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна илес тесен сирӗн халь ман ҫинчен ҫеҫ мар, Крым ҫинчен, Турципе Астрахань ҫинчен те шутласа пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗ ӑна пӗр калаҫурах темӗн чухлӗ хыпар пӗлтерчӗ: Чауш княҫпа ун ҫыннисене Крым ҫулӗ ҫинче казаксем тытса чарнӑ, Ту енчи ҫӗр-шыва аслӑ князь ҫӗнӗ воеводӑсем кӑларса ярать, Утямӑша вӑл чӑн-чӑн хан вырӑнне хумасть, ӑна сирпӗтсе антарса Хусанта каллех Шигалее хан тӑвасшӑн, ҫитес ҫуркунне вырӑссем Хусан патне вӑрҫӑпа килме хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав кунсенчех Крым майлисем Бахчэ-Сарая ҫынсем кӑларса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан пирки ман шухӑш ҫавӑн пек, тӑвансем: пире, Крым ҫыннисене тата вӗсен тусӗсене, Утямӑш сӑпкине сиктерсе ларни килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусанта хан Крым ҫынни пулмалла, ку вӑл такамшӑн та паллӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шакуровсем патӗнчи княҫсемпе мӑрсасем Сююнбикене ылханнипе ҫеҫ лӑпланса лармарӗҫ, Крым ҫыннисен хӑватне сыхласа хӑварас тӗлӗшпе мӗн тумалли ҫинчен те нумай калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех