Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Задача сăмах пирĕн базăра пур.
Задача (тĕпĕ: задача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек задача лартрӗ пирӗн ума Турунов.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Акӑ мӗн, Микул Палли, фашистсене интереслӗ задача парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Петр Макарович взвод умне ответлӑ задача лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Коммунистсен партийӗ хӑйӗн членӗсем умне ҫакӑн пек задача лартрӗ; ӗҫсӗр ҫынсем йышланса пыни промышленноҫри мӗнпур отраҫлӗсем, вӑрҫӑ хатӗрӗсем тӑвакан промышленнӑҫсӑр пуҫне пурте, вӑйсӑрланса юлнинчен килнине, Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухмалли хӗҫпӑшалсене халӑх шучӗпе кӑларнине, ку халӑх интересӗсене хирӗҫле тунӑ ӗҫ пулнине ӑнлантарса памалла.

Коммунистическая партия поставила перед своими членами задачу: разъяснять массам, что рост безработицы — это следствие прежде всего упадка всех отраслей промышленности, кроме военной, что гонка вооружений для антисоветской войны ведется за счет народа и направлена против его интересов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑн пек пирӗн ударлӑ задача, — пӗлтерчӗ Нагасова.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах пирӗн умра питӗ кӑткӑс задача пулчӗ - ҫӗнелекен шкулӑн алӑкӗсене вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ - сентябрӗн 1-мӗшӗ - тӗлнех уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Задача пирӗншӗн йывӑр пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унта задача ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Изложенипе задача ҫинчен те атте учительницӑран ыйтнӑ, анчах леш каламан.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Митя ассӑн сывласа илчӗ те, пӑшӑлтатса: — Ҫук, Мархва, мана экзаменра задача шутлама, изложени ҫырма тархасшӑн пулӑш. Уншӑн сана атте шаль тутри илсе парӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кунне вуншар задача шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Малтанхи урокра пире Анастасия Александровна задача шутлама пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр сехетре учительница виҫҫӗмӗш класа задача шутлама пачӗ, пире кашнине вунна ҫитиччен шутлаттарса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Йывӑр задача патӑн эсӗ мана, — ура ҫине тӑчӗ агроном.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вот, ӑна ӗнтӗ халӗ пирӗн ял хуҫалӑх академийӗ урлӑ шыраса тупмалла пулать, ку йывӑр задача, — шӑл йӗрет Ятман.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Йывӑр задача паратӑн, Назиб пичче, — васкамасӑр тавӑрчӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Талантлӑ ачасемпе ӗҫлесси — вӗрентӳре пысӑк пӗлтерӗшлӗ задача пулнине, ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ-хӗлне йӗркелени ку тӗлӗшпе приоритетлӑ пулнине, ачасем кружоксемпе секцисене ҫӳрени пӗлтерӗшлине, районта 30 кружок пӗрлешӗвӗ ӗҫленине каларӗ, педагогика кадрӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑюллӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑр! // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9774-chi-kh- ... clanchch-r

Пирӗн тӗп задача тусем хушшинче хӗҫ-пӑшал куҫаракан каравансене тытасси, засадӑсем йӗркелесси, рейдсемпе ҫар операцийӗсем ирттересси пулнӑ, — аса илет ентешӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Пирӗн задача — кирек мӗнле пулсан та Ӗпхӗве кӗркуннеччен хупӑрласа илмелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Манӑн пуласлӑх — тупсӑмне пӗлсе ҫитерейми кӑткӑс задача» — терӗ хӑйне хӑй Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех