Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вилнӗ (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ку эпӗ пӗлнӗ кушак кайӑкки пулмарӗ курӑнать, — шухӑшларӗ Вова. — Лешӗ ман тӑрӑх чупман вырӑн хӑвармастчӗ. Эх, вилнӗ пулас…» — ассӑн, пысӑк хуйхӑ пулнӑн, сывласа шгчӗ Вова.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Мишка Вихтӗр салтакра чух вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тӑхӑр вун ултта ҫитсе вилнӗ асламӑшӗ пӗчӗк чух каласа панӑ халапа, халиччен те асран кайма пӗлменскере, пула, тен, юратать вӑл этемӗн чи ҫывӑх тусӗсенчен пӗрне — лашана?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эпӗ сана питӗ лайӑх ӑнланатӑп, ывӑлӑм, вӑл туйӑм мана паллӑ, военкоматран аҫун вилнӗ хутне илсе килсен, пурӑнас килми пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Юрӗ-ҫке, вӗсем Тӑван ҫӗршыва чӗнмен хӑнасенчен хӳтӗлесе паттӑррӑн вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫатрасем ҫинче шурӑ варӑм ҫивӗтлӗ вилнӗ хӗрарӑм вырта парать.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӗлле выльӑх пӑхакансем ҫыртан ҫырмана пӑрахаҫҫӗ вилнӗ выльӑхсене.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗр-пӗр вилнӗ пӑрӑва сӑхма пулӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

«Ваттисем каланӑ тӑрӑх, этемӗн чунӗ ҫын вилнӗ хыҫҫӑн хӗрӗх кунтан каять ҫавӑнтан.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унта пурӑнакан аслӑ аппӑшӗ тахҫанах чӗнет Алюнана, аппӑшӗн те упӑшки вӑрҫӑра вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл вара ҫапӑҫусене хутшӑнман, унӑн вилнӗ салтаксене лашапа пуҫтарма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Кушник ялӗнчи культурганизатор Н.Прокопьева Аслӑ вӑрҫӑра вилнӗ салтаксен палӑкӗ патӗнче территорине тирпейлес енӗпе субботник йӗркеленӗ, ҫулҫӑсемпе типӗ туратсенчен тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Таса урамсенче пурӑнма кӑмӑллӑ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/ta ... urnma-kmll

Пӗрремӗш мӑшӑрӗ трагедилле вилнӗ чухне вӑл 24 ҫулта ҫеҫ пулнӑ, ун чухне виҫҫӗмӗш ывӑлӗ ултӑ уйӑх тултарайман пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Вилнӗ ҫын хыҫҫӑн вилме ҫук, юлнисен малаллах пурӑнма ӗмӗтленмелле.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ентеше вилнӗ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Акӑ, апрелӗн 27-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла вилнӗ «Хӑюлӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ В.С. Жуков ячӗпе мини-футбол енӗпе ҫитӗннисем хушшинче турнир иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентеш ячӗпе – турнир // Валерий ДЕНИСОВ. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b5%d0%b ... 8%d1%80-2/

«Фашизма хирӗҫ кӗрешсе вилнӗ ҫынсен ҫутӑ астӑвӑмне» церемони вырӑнти вӑхӑтпа 10.50 сехетрен пуҫласа 11.20 таран иртет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикинче фашизмпа кӗрешсе вилнисене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑнипе чыслаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3755168

1941 ҫулхи декабрӗн 6-мӗшӗнче вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Нина Егоровна Чернова, Ҫирӗклӗре ҫуралса ӳснӗскер, Сергей Егорович Чернов пиччӗшӗ ҫинчен аса илнинчен: «Манӑн Сергей пичче ҫемьере асли пулнӑ, 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ, ӗҫчен пулнӑ, пӗлӳ патне туртӑннӑ, ҫутҫанталӑка юратнӑ. Эпир аттесӗр ӳснӗ, вӑл ир, 1929 ҫулта вилнӗ. Анне полиартритпа хытӑ чирленӗ. Ҫавӑнпа Сергей ҫемьене тӑрантаракан вырӑнне юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех