Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах ӗнтӗ, вӗсене ҫавӑнтах ярса тытнӑ та тӗрмене кайса хупнӑ.

И, конечно, тут же были арестованы и отведены в тюрьму.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Куратӑр-и, ӗҫ акӑ мӗнле, юлташсем… — пуҫларӗ Павлин лӑпкӑн, пирус тивертсе ярса тата уҫӑ портсигарне сӗтел ҫине хурса.

— Видите, в чем дело, товарищи… — тихо проговорил Павлин, закуривая и кладя на стол открытый портсигар.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кемь губин тулти уҫӑ рейдӗнче якӑр ярса ларнӑ совет пӑрахучӗсем курӑнаҫҫӗ.

На внешнем, открытом рейде Кемской губы виднелись стоявшие на якорях советские пароходы.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унтан радиотелеграммӑсене васкасах дежурнӑй телеграфистсене ярса параҫҫӗ.

Оттуда радиотелеграммы в экстренном порядке передавались дежурным телеграфистам.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ку ӗҫе хамӑр патӑмӑрта та хӑш-пӗр либеральнӑй хаҫатсем ярса илеҫҫӗ вӗт.

Ведь и у нас за это дело непременно схватятся некоторые либеральные газеты.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсене маларах ирттерсе ярса, адъютант Фролов еннелле ҫаврӑнчӗ:

Пропустив их вперед, адъютант обратился к Фролову:

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Адьютант хутсене уҫкаласа пӑхрӗ, унтан вӗсене аяккалла сирсе хучӗ те, пирус туртса ярса, темӗнле кӗнеке вулама тытӑнчӗ.

Адъютант полистал бумаги, затем отложил их в сторону и, закурив, погрузился в чтение какой-то книжки.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Матвеич Ленӑна ярса илчӗ те, никам кӗтмен ҫӑмӑллӑхпа ҫӗклесе, молотилка ҫине тӑратрӗ.

Матвеевич подхватил Лену и с неожиданной легкостью поставил на молотилку.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн вӑйлӑ та тымар пек хытӑ ярса илекен аллисем сылтӑмалла — сулахаялла, сылтӑмалла — сулахаялла куҫса ҫӳреҫҫӗ те, ҫунатлӑ кӗлтесем татти-сыпписӗр ҫӳлтен аялалла, сылтӑмран сулахаялла вӗҫсе тӑраҫҫӗ.

Вправо—влево, вправо—влево двигались его сильные, цепкие, как корни, руки, и крылатые снопы непрерывной вереницей летели снизу вверх, справа налево.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хытӑ ярса илнӗ хупписенчен хӑтӑлса, тырӑ пӗрчисем, ирӗке тухнипе савӑннӑ пек, шуса, юхса анаҫҫӗ, ал айӗнчен, купасене купаланӑ кӗреҫесем айӗнчен туха-туха тараҫҫӗ.

Освобожденные от цепкой оболочки, зерна, словно радуясь свободе, скользили, переливались, убегали из-под рук, из-под лопат, отгребавших кучи.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗттӗмлӗхрен хунар ҫутисем ярса илнӗ капансен ҫаврашка тӑррисем курӑнса лараҫҫӗ, лобогрейкӑсем ҫумне ҫакса янӑ хунарсемпе кӗлте ҫыхакансен пӗчӗк хунарӗсем ҫутӑ хуртсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Выхваченные из мрака фонарями высились конические купола скирд, светлячками горели фонари, приделанные к лобогрейкам, и маленькие ручные фонарики вязальщиц.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василие хытӑрах ярса илес тесе пулмалла, вӑл ун патне ҫывӑхарах пычӗ, ӑна, хӑй ҫиленнӗ вӑхӑтра пултарнӑ пек, ятлама тытӑнчӗ:

Она подошла вплотную к Василию, видимо, решив как следует взяться за него, и принялась его отчитывать так, как только она умела в злую минуту:

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ятлаҫассинче савӑнӑҫ тупнӑ… — халӗ ӗнтӗ Фроська кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, кулса ярса, сак ҫине премӗк ҫиме ларчӗ.

Нашел веселье — ругаться… — уже тише фыркнула напоследок Фроська, усмехнулась и села на лавку есть пряники.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫав пӑшие эпӗ ача-пӑча творчествин выставкине ярса парасшӑн.

 — Я хочу послать этого лося на выставку детского творчества.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл, аллисене лашт ярса, Петрпа юнашар ларчӗ, куҫӗсене хӑравҫӑлла чаркаласа, тӳрех хӑй умнелле пӑхрӗ.

Она сидела на скамье, уронив руки, и смотрела прямо перед собой широко раскрытыми испуганными глазами.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Юрӑна пурте пӗр харӑссӑнах мар, анчах савӑнӑҫлӑн ярса илчӗҫ:

Песню подхватили нестройно, но весело:

3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Облаҫра вӑрлӑх станцийӗ ҫавӑн пек вӑрлӑх туса илес тӗлӗшпе ӗҫлени ҫинчен икӗ ҫул каярах хаҫатра вуласан, Алексей станцие ҫыру ҫырса ячӗ, вара унтан ӑна валли ир пулакан ыраш вӑрлӑхӗ кӑштах ярса пачӗҫ.

Два года назад Алексей прочел в газете, что областная селекционная станция работает над выведением таких сортов ржи, написал на станцию письмо и получил оттуда небольшое количество семян сверхранней озимой.

3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Прохарченко ӑна ярса тытрӗ те грузовик ҫине ҫӑмӑллан ҫӗклесе лартрӗ.

Прохарченко подхватил ее и одним взмахом поднял в грузовик.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотьйӑна курсанах ӑна аллисенчен ярса тытрӗ:

Увидев Авдотью, он схватил ее за руки:

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пирӗн фермӑна ҫакӑн пек итлеменскере ярса пачӗҫ вӗт-ха!

И прислали ж нам на ферму такое лихо!

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех