Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айккинчи лашисем, постромкӑсене карӑнтармасӑрах, аран-аран урисене ярса пусаҫҫӗ, тӗпе кӳлни кӑна, нумай ҫӳренипе хӑйӑрпа хутшӑнса саралнӑ кӗрпеклӗ юра ҫӑрса, ҫунана туртса пырать.

Уносные лошадки едва перебирали ногами, не натягивая даже постромок, только коренник тянул за собой санный возок и добросовестно месил желтый, зернистый, заезженный снег.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Пӗтӗм Российӑри комиссарсен бюровӗ чаҫсене комиссар мар, ачасем ярса парать.

— Всероссийское бюро комиссаров направляет в части не комиссара, а детей.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Главком ярса панӑ чаҫсем шанчӑксӑр, хӑш-пӗрисем тата пирӗн ҫине тӑшманла пӑхаҫҫӗ, вӗсене питӗ тӗплӗн тӗрӗслесе тухас пулать.

«Части, посланные главкомом, не надежны, а некоторые так вообще к нам враждебно настроены, надо их тщательно проверять.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шишигин ӑна, упа пекех, ҫавӑрса ярса тытрӗ.

Шишигин сгреб его по-медвежьи, в охапку.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Виҫӗмкун эпир вӗсен пӗр связистне ярса тытрӑмӑр.

— Третьего дня мы одного ихнего кульера, что ли, поймали.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кепкӑпа бушлат тӑхӑннӑ чармак куҫлӑ ҫамрӑк каччӑ, аякрарахри йывӑҫ диван ҫинче лараканскер, Чеснокова ярса тытас тесе, вырӑнтан тапса сикрӗ, анчах темиҫе рабочи, хӑйсем те пӑлхавҫа тытасшӑнҫи пулса кӗпӗрленсе, леш качча аяккалла тӗрте ячӗҫ.

Молодой парень с косоглазым лицом в кепке и бушлате, сидевший вдали на деревянном диване, выбежал с места, чтобы схватить Чеснокова, но несколько рабочих, решившие поймать бунтаря, нагромоздились друг на друга и оттолкнули того парня в сторону.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейӑн пуҫӗ ҫаврӑнать, вӑл сӗтелтен ярса тытать.

У Андрея кружится голова, он хватается за столик.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем тапаҫланакан Андрее ярса тытрӗҫ те, приемнӑйӑн таса мар урайӗ тӑрӑх сӗтӗрсе кайса, малтан тӑнне ҫухатиччен хӗнесе, юр ҫине кӑларса пӑрахрӗҫ.

Они подхватили упиравшегося Андрея, протащили его по грязному полу приемного покоя и выбросили на снег, предварительно избив До того, что он потерял сознание.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл хӑй экспорт ҫинчен те, импорт ҫинчен те нимӗн те ӑнланмасть, паха ӗҫсене пӑхса тухма хӑйӗн адвокат тусӗ патне ярса парать.

Он ничего не смыслил ни в экспорте, ни в импорте и поручал рассмотрение важных дел своему приятелю адвокату.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫурҫӗр правительствин Тулашри суту-илӳ управленийӗн заведующийӗ Абросимов патне паян хулӑн пакет ярса пачӗ.

Заведующий Управлением внешней торговли Северного правительства сегодня прислал Абросимову объемистый пакет.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл аллисемпе пуҫне ярса тытрӗ.

Он схватился за голову.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пигалль, шӑмшакӗ ывӑннипе мар, чунӗ ывӑннипе, урисене аран-аран ярса пусса, пристань еннелле утать.

Пигалль шагал к пристани, еле волоча ноги не от физической, а от душевной усталости.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Маринкин урисене ҫӗрелле усрӗ те, йынӑшса ярса, каллех нар ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Маринкин опустил ноги на пол и, застонав, опять лег на нары.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Офицер каялла сулӑнчӗ те пуҫне аллисемпе ярса тытрӗ:

Офицер подался назад и обхватил руками голову.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Флегонтовпа юнашар ларакан виҫҫӗмӗш салтакӗ ӑна аллинчен ярса тытрӗ.

Третий солдат, сидевший рядом с Флегонтовым, схватил его за руку.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Авдотья лапам еннелле, пирвайхи сӗт витре тӗпне шарласа юхнӑ ҫӗре, ҫынсем шухӑшланӑ пек пулса тухнӑ Дарочка тутисемпе шыв еннелле туртӑннӑ ҫӗре, пӗчӗк Дуняшка, шыв варрине кӗмелли хӑма ҫинчен кула-кула усӑнса, выльӑхсене шӑварнӑ ҫӗрти кӑтрашка пӗчӗк хумсем ҫинче чӗтрекен пирвайхи ҫӑмӑл ҫӑлтӑра аллипе ярса тытма тӑрӑшнӑ ҫӗрелле утса кайрӗ.

Авдотья прошла в ложбину, туда, где первые молочные струи разбрызгивались о днище, где Дарочка, созданная по замыслу людей, тянулась розовыми губами к, речной синеве, где маленькая Дуняшка, смеясь и перегибаясь с мостков, все силилась поймать ладонями первую легкую звезду, дрожавшую на ряби водопоя.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл, вӗсене сире-сире ярса, вӗсен хушшинче мухтанса утса пырать.

Она шла гордо среди них.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина вӑкӑра хӑлхинчен ярса тытрӗ те хӑй патнелле туртрӗ.

Валентина взяла за уши бычка и притянула его к себе.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья лав ҫинчен ансанах ӑна ӗҫсем ярса илчӗҫ.

Едва Авдотья ступила с подводы на землю, как ее захлестнули дела.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗчӗк Кузьмана Ксюша ярса тытрӗ, вӑл йӑл кулать, пур енчен те ун патнелле аллисене тӑсаҫҫӗ.

Маленького Кузьму забрала Ксюша, он улыбался, и к нему уже тянулись со всех сторон.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех