Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳссе (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аспар халӗ ӗнтӗ ӳссе ҫитсе чӑн паттӑр ҫар ҫынни пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йывӑҫҫисем туратланса ӳссе кайнӑ, хӑрӑккисем те курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халь вара ыраш та, ҫуртри те тем вӑрӑмӑш ӳссе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах халлӗхе вӗсен шучӗ ҫултан-ҫул ӳссе пырать-ха.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать.

С каждым годом растет число многодетных семей.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/07/ole ... lyubvi-i-v

Уншӑн ҫак самантра ик хул пуҫҫи ҫине икӗ ҫунат ӳссе ларнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн аслӑ ханлӑхра сан пек паттӑрсем йышлансах пыччӑр, пирӗн патшалӑхӑн чапӗ тӑшмансене хурлантарса кунран-кун ӳссе пытӑр…

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс ун чухне ҫамрӑкчӗ-ха, айванччӗ, халь ак ӳссе ҫитнӗ те хан пулма шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун чӗринче савӑнӑҫ ӳснӗҫем ӳссе пычӗ, вара, ҫак ҫурхи илемпе хӑпартланса кайнӑскер, Ахтупай сӗркӗчне хыттӑн кӑна аялалла туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сӑнатӑп та, ҫак ҫулталӑк — икӗ ҫул хушшинче эсӗ ҫав тери ӳссе кайрӑн, Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫӗсем ӑнса пыччӑр, Хусан патшалӑхӗн чапӗпе мухтавӗ те ӳснӗҫем ӳссе пытӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах та, ӳссе вӑйпитти ҫын пулнӑҫемӗн Латиф вырӑссене ытларах та ытларах курайми пулчӗ, анчах ку вӑл Кель Ахмат тӑрӑшнипе мар, Крым майлӑ тӑракан мӑрсасем тӑрӑшнипе.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӳссе ҫитсен вӑл улшуҫ пулать! — терӗ пӗр шӑл йӗренӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрӳ ӳссе ҫитнӗ иккен санӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ вӑл ӳссе ҫитӗнессе пӗтӗм чунтан сехӗрленсе кӗтсе пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӳссе ҫитсен те ман лашасене шеллесси иртсе каймарӗ, кам та пулин лашана нушалантарнине курсан ялан Воронокпа Пимен Тимофеевича аса илетӗп.

С тех пор я вырос большой и всегда жалею лошадей и всегда вспоминаю Воронка и Пимена Тимофеича, когда вижу, что мучают лошадей.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Хресчен ҫемйинче ӳссе ҫын пулнӑ Павлуша кирек ӑҫта кайсан та, хресчен хуйхи-суйхи пӑлхантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш выртнӑ ҫӗрте катӑркас йывӑҫҫисем туратланса ӳссе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӳссе кайнӑ Кӗпӗрьян — арҫын темелӗх пулнӑ, — терӗ Павлуш, Кӗпӗрьян кайнине кантӑкран сӑнаса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылай предприятисем хупӑнса ларнӑ пирки ӗҫ шыракансен шучӗ кунран-кун ӳссе пычӗ; биржа ҫуртне кӗме ҫук — ҫынсем урамра кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех