Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳснӗ (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Мӑшӑрӑм, Ирина Николаевна, пысӑк ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Ҫавна май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура иртнӗ ҫулта культурӑна аталантарассипе, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене халалласа туса ирттернӗ мероприятисемпе кӗскен паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

— Надя Борисова, эрне каялла техникум пӗтерсе килтӗм, Патӑръел районӗнче ҫуралса ӳснӗ, — терӗ вӑл мана алӑ панӑ май.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Ыранах сӗт ӳснӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Итле-ха, йӑмӑк, эпир ҫак юлташпа вӑтӑр ҫул иртсен пӗр-пӗринпе тӗл пултӑмӑр, ача чухне пӗрле ӳснӗ, — калаҫма пуҫларӗ вӑл, — ҫав ятпа пире ҫур литр эрех, чаплӑ апат, ҫыртмаллисем, пӗрер кӗленче сӑра илсе килсе пар.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Хӑйӗн умӗнчи таса та пуян ҫи-пуҫлӑ учитель, пӗчӗк ҫеҫ хура мӑйӑхлӑ, ҫаврака пит-куҫлӑ, чипер сӑнлӑ ҫамрӑк ҫын, ҫур сехет каялла пачах ют пулнӑскер, халӗ Кирука чи ҫывӑх ҫын пек, ачаран пӗлсе ӳснӗ тӑван пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Шупуҫҫынни пушкӑртра ӳснӗ тусӗпе юриех вирьялла, «о» сасса хытӑрах палӑртса, калаҫать: «ҫок мар, пор», — тет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пурӑна киле ытти хуйхӑ ҫумне Куҫман тата тепӗр хуйхӑ хушӑнчӗ: ывӑлӗ, пӗр нушасӑр ӳснӗ Лавруш, хуҫалӑхшӑн тӑрӑшнине палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӑри пытанмалӑх ӳснӗ кӗрхи калчасем йӑл илсе ешереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вир тата хура тул кӗрписем, ҫӗрулми, сгущенка, шыв, хура чей, сухан, пан улми, шурӑ ҫӑкӑр хакӗсем кӑшт ӳснӗ, анчах 1 тенкӗрен ытла мар.

Немного повысились цены на пшено и гречку, картофель, сгущенку, питьевую воду, черный чай, лук, яблоки, пшеничный хлеб, но рост составил не более 1 рубля.

Сахӑр, шурӑ ҫӑнӑх йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34039.html

Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Иван Яковлевич родился и вырос в деревне Алманчиково Батыревского района.

Иван Тенюшева асӑнса ҫавра сӗтел ирттернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34042.html

Урмаел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Фидаиль Рахимзянов та мӗн пӗчӗкренех йӗлтӗрпе чупма юратнӑ, ушкӑн вӑййисене кӑмӑлланӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорта парӑннӑ ҫын // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%81%d0%b ... %8b%d0%bd/

Преступленисен шучӗ виҫӗмҫулхинчен 1,4 процент ӳснӗ (139 вырӑнне 141).

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Анатолий мӗн ачаранах ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Пӗрле ӳснӗ, пӗрлех ҫара кайнӑ, пӗрлех виҫӗ ҫул фронтра терт курнӑ юлташ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Кунтах ҫуралса ӳснӗ, кунтах пурӑнма тивет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кӑҫалхи ҫулла ман хам ҫуралса ӳснӗ района командировкӑна кайма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

— Ферма обратне ҫисе ӳснӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Эп ӳснӗ кил вырӑнӗ урам вӗҫӗнче, вӑрман хӗрринче ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вара куҫ умӗнче хам ӳснӗ чӑваш ялӗ сӑнарланать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех