Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинчи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫинчи (тĕпĕ: ҫинчи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ тӗслӗ чечеклӗ юбка-кӗпеллӗ хӗрсем ҫаран ҫинчи вӗл-вӗл лӗпӗшсем пек ҫиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ванюк пиччӗшӗн кителӗ ҫинчи 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫ фашисчӗсене ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртса кӑларнӑ медале, значоксене тыта-тыта, салтак карттусне тӑхӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑл ҫӑва ҫине каять, ывӑлӗн вил тӑпри ҫинчи юра хырса тасатать, ҫӗр ҫине выртать:

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл тата та, тата та ташлатчӗ, ҫул ҫинчи тусана ҫӗклетчӗ пуль, анчах ӑна хӑйӗнчен чылай ҫамрӑкрах арҫын ачасемпе хӗрарӑмсем вӑйпах пар лаша кӳлнӗ урапа ҫине хӑпартса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Санька аппа сӗтел ҫинчи апат юлашкине пуҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫунакан хӑйӑ умне пански ҫыхма пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кӑмака ҫинчи кил хуҫи хӗрарӑмӗ те ҫывӑрмасть, пӑшӑлтатса-калаҫса выртать:

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Лена хай ҫинчи утиялне сирсе хучӗ те хӑвӑрттӑн ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ахлата-ахлата ҫапакан аслати умӗнхи аҫа-ҫиҫӗм чӳрече карри витӗр ялтӑртатса кӗрсе кӑмака умне, стена ҫинчи сарӑхма тытӑннӑ сӑнӳкерчӗксене, хӗрарӑм трактористсем ҫывӑракан тапчансене ҫутата-ҫутата илет.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫӗр ҫинчи, шыври чӗр чунӑн, кайӑк-кӗшӗкӗн, пуллӑн та хурт-кӑпшанкӑн ирӗклӗхӗ пӗр-пӗринпе тӑранса пурӑнакан, хӑйӗнчен вӑйлӑраххине тӗл пуличчен ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Акӑ, — станок ҫинчи полоса умне пырса тӑчӗ редактор, — пӑх-ха, ҫак предложенири хӳреллӗ пӑнчӑ ӑҫта?

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йывӑҫ-курӑка, чӗрчуна чӗрӗлӗх паракан шыв пӑл-пӑл туса ирӗке тухать, — тет Василий Захарович.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Юхакан шыв, вӑйне кура, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи чӑрмавсене ҫапӑнса, вӗтӗ-вӗтӗ хум кӑларать, шӗпӗл-шӗпӗл сасӑ парать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Мӗн, ӳкерчӗк ҫинчи пекех хитре-им е артист? — йӗкӗлтесе те тӑрӑхласа илчӗ Василий Захарович.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Акӑ лӑпкӑ ҫилпе хумханса илекен турат ҫинчи ҫупҫӑ хӗре питрен ачашласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Эпӗ сана ача чухне ҫарран чупса ҫӳренине астӑватӑп, аннӳ тӗрленӗ кӑвак кӗпепе ҫаран ҫинчи чечек пек курӑнаттӑн, тӗслӗ веер пек вӗлкӗшеттӗн.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

… Кунтан, вуниккӗмӗш хутран, хула ҫатма ҫинчи пек курӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Римма пичӗ ҫинчи куҫҫуле ҫемҫен шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аслашшӗ-асламӑшӗнчен тӑрса юлнӑ стена ҫинчи сехет сасси вӑхӑт чарӑнманнине систерет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Тӗрӗс йышӑну тунӑ эсӗ пурнӑҫра, Михаил Степанович, — мухтарӗ Алексей Михайлович сӗтел ҫинчи панулмие илсе ҫирӗп пӳрнисемпе ӑна икке пайланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кил-ҫурт хуҫи сӗтел умӗнчи пукан ҫине ларчӗ те сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке сулахай чавсипе тӗксе пӗр ҫӗререх пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех