Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылтӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ылтӑн (тĕпĕ: ылтӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсем юрра пикенчӗҫ — Катюша ҫинчен те, пӗччен хурланса ларан пилеш ҫинчен те, вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт ҫинчен те, чӗнтӗрлӗ кӗпер ҫинчен те, анаталла урам ҫинчен те юрларӗҫ, хальхи вӑрҫӑ юррисене те манса хӑвармарӗҫ, темшӗн тата хурланса макӑрчӗҫ, унтан хаваслӑ халӑх юррисене чӑрсӑрланса юрларӗҫ, вара каллех ташлама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шалти пӳлӗмрен вӑтам ҫулхи, тулли кӗлеткеллӗ, ҫуткам сӑнлӑ хӗрарӑм ылтӑн шӑлӗсене ялкӑштарса тухрӗ, Таня ҫине сӑнарах пӑхрӗ, хӗре кӑпӑшка шурӑ аллине тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халӗ мӗнле вӑхӑт иккенне, пирӗншӗн кашни сехет те ылтӑн пек хаклине эсир пурте лайӑх пӗлетӗр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йывӑҫсем сап-сарӑ, ылтӑн пек ҫулҫӑпа витӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн ӑна «симӗс ылтӑн» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ку ылтӑн ранет, ку сливӑсем…

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Чехословаки сӑри пек туйӑнать вӑл, «Нева» пекрех те, хӗвел ҫутинче ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ылтӑн — тимӗр мар, — тӳрре тухма тӑрӑшса тавӑрчӗ Николай Иванович.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Сулахай аллинче Николай Иванович ылтӑн сулӑ асӑрхарӗ, вара сасартӑках ҫӳҫенсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ылтӑн этем манӑн Матрена Федоровна: ятлама пӗлмест, пӗр сивӗ сӑмах та илтеймӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эппин, Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисен 1912 ҫулхи забастовкинче пирӗн янташсем те хастаррисем хушшинче пулнӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Эппин, ылтӑн хуҫисем рабочисене выҫлӑхпа тата шӑнтса вӗлерме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Забастовкӑ комитечӗ вара ылтӑн кӑлармалли вырӑнсен хуҫисем умӗнче акӑ мӗн ыйтса хистенӗ: рабочисен кунне 8 сехетрен ытла ӗҫлемелле мар пултӑр, ӗҫ укҫи вӗсене 10–30 процент ӳстерсе тӳлемелле пултӑр, штрафсем хурса ӗҫ укҫине чакарасси тек ан пултӑр, сывӑ мар рабочисене медицинӑ пулӑшӑвӗ памалла, хваттерсене тата апат-ҫимӗҫе лайӑхлатмалла, администрацин рабочисемпе ҫын йӗркеллӗ калаҫмалла, вӗсен депутачӗсене тӗкӗнмелле мар, депутатсене итлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Пӗтӗм чӑваш ҫӗршывӗнчен ҫав ылтӑн кӑларакан вырӑнсенче пин ҫынна яхӑн ӗҫлесе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ылтӑн кӑлармалли вырӑнсенче чӑваш ҫӗршывӗнчен кайнӑ рабочисем чылай пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

80 ҫул каялла Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисене персе вӗлерни пӗтӗм Российӑри рабочисене тарӑхтарса, хумхантарса янӑ, кӗрешӗве ҫӗклентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Икӗ шӗвӗр пӳрчинче икӗ хулӑн ылтӑн ҫӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Таллер тенкисенчен турӑ мӑй ҫыххи, ахахпа илемлетнӗ ылтӑн хӑлха унки ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ун аркине те ылтӑн укапа чӗнтӗрленӗ, шӑтӑкла тытса илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анук «арки вӗҫне ылтӑн укапа чӗнтӗрленӗ, шӑтӑкла тытса илемлетнӗ ҫутӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех