Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шанса панӑ чыса Миша хапӑлласах йышӑнчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Кӑҫал ҫеҫ ҫар службинчен таврӑнчӗ пулин те колхоз председателӗ ӑна ҫӗнӗ машина шанса пачӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Сирӗн малашлӑхри ҫитӗнӗвӗрсемпе ҫӗнтерӗвӗрсем тӑван ене пӗтӗмӗшле ҫитӗнӳ тума, унӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин вӑй-хӑватне тата ҫирӗплӗхне ӳстерме пулӑшасса шанса тӑратӑп.
Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/27/news-3884043
Ҫак йӑла-йӗркене пирӗн ачасемпе мӑнуксем, мӑнуксен ачисем те малалла тытса пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/09/news-3845767
Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен пысӑк опычӗ тата вӗсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлни, служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пӗр-пӗрне яланах пулӑшса пыни майсӑр лару-тӑруран сыхлакан шанчӑклӑ хӳтлӗх пуласса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Михаил Игнатьев Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/30/news-3841470
Телее, вырӑнӗ те пӗр халӑх судӗнчех тупӑнчӗ: Юрийпе Сашӑна иккӗшне те адвокат должноҫӗсене шанса пачӗҫ.
Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Лена экзаменсем вӑхӑтӗнче пӑрушӗсене Аньӑна шанса парса хӑварнӑччӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
— Эпӗ, паллах, килӗшмерӗм: штабсене господь-турӑ хӑех штабсем пулма лартнӑ, эпӗ кунта Троцкий хӑй шанса лартнипе вӑй ҫитнӗ таран, хам пӗлнӗ чухлӗ анчах ӗҫлетӗп, терӗм.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫак вӑрҫӑра курнӑ намӑслӑх унӑн пӗтӗм кӑмӑлне тапратнӑ тата патшалӑх стройӗ улшӑнмасӑр тӑмалла тесе ним шухӑшламасӑр шанса тӑнӑ ӗненӗвне те кисрентерсе хӑварнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анчах та эпир нимӗҫсем хамӑра Лихая витӗр кӑларса яраҫҫӗ, юнлӑ мунча кӗртмеҫҫӗ тесе шанса калама пултаратпӑр-и?Но можем мы поручиться, что немцы пропустят нас через Лихую, не устроят нам кровавую баню?
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Германи ҫар командованийӗ — ӗҫӗсенче усала систерекен паллӑсем курӑна пуҫланӑ пулсассӑн та, ҫуркунне наступлени пуҫласа ярса, Англипе Франци фронтне татса ҫӗмӗресси ҫине шанса тӑнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Империалистсем ҫавӑн ҫине шанса, хӑйсене кирлӗ май шут тӑваҫҫӗ те ӗнтӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Килхуҫи арӑмӗ, тути хӗррисем шӑртлӑн сиккелекен, пичӗ-куҫӗсем шанса типшӗркенӗ дама, кӗнӗ ҫынна хирӗҫ ҫӗкленсе: «Ҫитрӗн, иккен, тинех те! Ну, каласа парӑр…» — тесе кӑшкӑрашса пырать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Чӑваш Республики умӗнчи анлӑ та пысӑк тӗллевсене эпир пӗрлехи вӑйпа ӑнӑҫлӑн татса пама, хамӑрӑн пурнӑҫа хӑтлӑрах тума пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/12/gla ... et-s-dnyom
Коммунизм пурпӗрех ҫӗнтерессе шанса, ӗненсе тӑратпӑр.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫакна эпӗ ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп…
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫук, ӗҫ кунта Ленин ҫынсен чунӗсене этемле ҫывӑххӑн та тарӑннӑн туйса ӑнланнинче, ҫав сисӗмлӗх хӑш лару-тӑрура палӑрнинче кӑна мар; чи кирли кунта — Ленин событисем пурпӗрех Алексейшӗн ӑнланмалла, тем тесен те вӑл хӑйӗн йӑнӑшне тавҫӑрса илмелле ҫулпа аталанассине пӗтӗм чун хавалӗпе шанса тӑнинче пулчӗ.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Хӑйне шанса панӑ ӗҫшӗн вышкайсӑр хумханакан Шотман Ленин питӗ хӑрушӑ ҫул умӗн те ҫавнашкал кулма пултарнине ниепле ӑнланса пӗтереймерӗ.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Шанса тӑрӑпӑр.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Пӗтӗм калаҫӑва аса илсе выртнӑ май, Ленин вӗчӗрхеннӗҫемӗн вӗчӗрхенчӗ: юлташӗн иккӗленӳллӗ шухӑшӗсене сисеймесӗр юлнӑшӑн, унпа маларах калаҫса пӑхманшӑн, ӑна ытлашши шанса пурӑннӑшӑн вӑл хӑйне хӑй тарӑхрӗ; Зиновьева вара шухӑшӗсене маларах каламаншӑн, тӳрӗ чунлӑ пулманшӑн тата хальхи вӑхӑта тӗплӗн ӑнланайманшӑн ҫиленчӗ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.