Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗслӗ (тĕпĕ: тӗслӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел ҫинче сенкер тӗслӗ пурҫӑн кӗпе, хыҫалалла вӗҫсе пыракан шурӑ шарф таҫтанах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лавккинче сутӑ тӑвакан тумпах — кивеле пуҫланӑ хура костюм, пӑхӑр тӗслӗ сатин кӗпе, кӑшӑллӑ карттус тӑхӑннипех — ял Советне тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗссипе, вылямасть-ха вӑл, тӑхӑр вунӑ шака, тӗрлӗ тӗслӗ те тӑваткӑлскерсене, чӑл-пар сапаласа ярать те телей мӗнле валеҫӗннине пӑхать.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пин тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чим, тӑхта, — ларнӑ ҫӗртен хӗр ача пек яшт! сиксе тӑчӗ те бике пурҫӑн халатне варкӑштарса юнашар пӳлӗмелле чупрӗ, унтан ылтӑн тӗслӗ ал тупанӗ — шӑвӑҫ амулет илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗмӗл тӗслӗ укҫана ылтӑн тӗспе сӑрлать.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Чи кӑсӑкли пухӑннӑ халӑхшӑн ылтӑн тӗслӗ рамӑпа тыттарнӑ турӑш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Те ӗненчӗ, те ӗненмерӗ патша, анчах вӑтаннипе ниҫта кайса кӗреймен хӗр ачана ылтӑн тӗслӗ сӑрпа сӑрланӑ рамӑллӑ турӑш тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тумтирӗсенчен пӑхсан вӗсене ӗнтӗ халь ҫар ҫыннисем тесе калама та ҫук — нумайӑшӗ сӑхман вырӑнне тутарсен тӗрлӗ тӗслӗ йӗленӗсене, кипкисене, кӗске пиншакӗсене, казакинӗсене, хӗрарӑмсен вӑрӑм кӗписене тӑхӑнса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт тӑхтасан ҫерҫирен кӑшт ҫеҫ пысӑкрах, кӑвакрах тӗслӗ, шурӑ пӗсехеллӗ кайӑк турат ҫине мар, юман вулли ҫумне пырса ҫыпӑҫрӗ те кутӑн-пуҫӑн ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Шупка кӑвак тӗслӗ ҫипрен чӗн-тӗрлесе ҫыхнӑ тейӗн вӑл курӑка: вӗтӗ-вӗтӗ ҫулҫисемпе эрешленсе ҫыхланса, кӗҫҫеленсех ларать; тымарӗ кӗскескерне лаптӑкӗ-лаптӑкӗпе сӗвсе илме пулать.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Хутаҫлӑ пӑрӑҫ тӗслӗ пулса ларнӑ пичӗ хӑранипе хӑйма пек шуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пантелеймон Матвеевичӑн тӑм илнӗ сӑмси хӗртнӗ кирпӗч тӗслӗ пулса кайнӑ, шыҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ӑвӑс тӗслӗ сухалӗ икӗ эрне хырманнипе ӳссех кайнӑ, халь, ав, мӑйӑхӗ ҫинчи пӑрлашкасене тӑрӑшсах хӑйпӑтать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫук, тӗксӗмрех симӗс, Атӑл шывӗ тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗве шывӗ тӗслӗ куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Куҫӗсем вӑтӑр ҫул хушши татса яман пӗве шывӗ тӗслӗ: симӗсрех сарӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ҫӳҫӗ йӗтӗн тӗслӗ, кӑтра.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

«Сарайхыҫтрестне» тӗрлӗ тӗслӗ пусмасенчен ҫӗлетнӗ енчӗкпе чиксе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Таҫта, шап-шурӑ шупӑрлӑ черешньӑсемпе чиесен садӗнчен хӑйӗн куҫӗ тӗслӗ вӗтӗ-вӗтӗ шурӑ ункӑллӑ платье тӑхӑннӑ Ганна ума тухса тӑчӗ, вӑл ерипен ман паталла ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех