Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лавккаҫӑ тӗттӗм пӳлӗме кӗчӗ те унтан таврӑннӑ чух алӑк суллинчен ҫапӑнса хӗрлӗ пӑрӑҫлӑ икӗ кӗленче, типӗтнӗ пулӑ тата тмин ҫӑкӑрӗ йӑтса килчӗ; вӗсене сӗтел ҫине хурсан стенари шкапран ҫӗҫӗ, хулӑн тӗплӗ ансӑр икӗ стакан кӑларса Ботреджа хирӗҫ вырнаҫрӗ, — пӗрремӗш сортлӑ сигара мӑкӑрлантарать, унашкаллине вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗсенчен — контрабандистсенчен — йӳнӗпе сахал мар туяннӑ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вейс Лаурӑпа кайрӗ, Ван-Конетпа Сногден вара тавернӑна кӗчӗҫ те уйрӑм пӳлӗме вырнаҫрӗҫ.Вейс уехал с Лаурой, а Ван-Конет и Сногден вошли в таверну и заняли отдельную комнату.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑранса кайрӑм та, кровать ҫинчен сиксе тӑрса, юнашар пӳлӗме пӑхрӑм, — ҫичӗ сехет ҫитесси тата пилӗк минут ҫеҫ юлнӑ.Проснулся, соскочил с кровати и заглянул в соседнюю комнату — без пяти семь.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Юлашки сӑмахӗсене Тимка шӑппӑн ҫеҫ каласа хӑвӑрт юнашар пӳлӗме тухса кайрӗ.Последние слова Тимка договорил почти шепотом и быстро вышел в соседнюю комнату.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сыхланса ерипен пӳлӗме кӗтӗм те, эпӗ тутӑра илсе калла тухрӑм.Осторожно пробравшись в комнату, я достал платок и вернулся обратно.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ хӑвӑрт тумлантӑм та, юнашарти пӳлӗме пӑхрӑм.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӳлӗме ҫутнӑ ҫурта тытса атте кӗчӗ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Эсӗ ман пӳлӗме выртӑн, ирхине, ултӑ сехет тӗлнелле, Танюшӑна тумлантарса кукамӑшӗ патне илсе кайӑн…— Ты ляжешь в моей комнате, а утречком, часов в шесть, соберешь Танюшку и отведешь к бабушке…
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Йӗпеннӗ чӳрече витӗр пӳлӗме уйӑх пӑхрӗ, ҫил лӑплана пуҫларӗ.Через мокрое окно заглянула в комнату луна, ветер начал стихать.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Юнашар пӳлӗме кӗрсе эпӗ Федькӑна ҫапла каларӑм:
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Салтак кивӗ атӑ кунчинчен хӑй ҫӗлесе туна сӑран хутаҫа салатса пӑхрӗ, вӑл кашни хускалмассеренех пирен пӳлӗме иодоформ эмелӗн йывӑр шӑрши сарӑлса пычӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл хӑйӗн ашшӗ пурӑнакан (ашшӗ масар ҫинчи чиркӳ сторожӗччӗ) пӗчӗкҫӗ пӳлӗме пӗтӗмпех читлӗхсемпе кайӑксем тултаратчӗ.Вся каморка его отца, сторожа кладбищенской церкви, была заставлена клетками с пичужками.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Нимӗн тума аптранипе Соколовпа Никоноров та пӗр кӗтесри пӳлӗме кайса ларчӗҫ.Соколов и Никоноров в отчаянии тоже сели в комнату одного из угла.
Вӗренӳ аван пырать, анчах… // К. Шупуҫсем. «Капкӑн», 1932, 1№, 10 с.
Ӑшӑ ҫӗре лекнӗшӗн кӑштах хӗпӗртенӗ Давенант Берганц хыҫҫӑн пырса пӳлӗме иртрӗ, ыйтрӗ-ыйтрех:Отчасти радуясь теплу, Давенант прошел в помещение, держась позади Берганца, у которого спросил:
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл пӳлӗме иртрӗ те ҫутӑ ҫутмасӑрах выртмӑш ҫине лаплатрӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн лару-тӑрӑвӗн чӑнлӑхне никам та ан чухлатӑр тесе вӑл пӳлӗме питӗрчӗ те вӑрра шырама тухса кайрӗ; «Хобота» тӗплӗ пӑхса тухрӗ, — унта Гемас та, Франк та ҫук; унтан порт ҫумӗнчи пӗр кӗтеселле пӑрӑнчӗ, — кунта ӗҫме-ҫиме ҫурчӗ ҫиччӗ танах.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вара Тиррей шаккичченех алӑка уҫрӗ те — пӳлӗме Франк тайкаланса кӗчӗ: иккӗленӳсӗр, хисепсӗр ӳсӗр хӑлаҫланупа, — хӑйӗн тӳлек кӑмӑлӗ умӗнче тӗнчене сарӑлса уҫӑлма йыхӑрать тейӗн.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Рознӑпа Титания тепӗр пӳлӗме парне пирки сӳтсе явма тухрӗҫ те нимӗн те пулманла, ахаль сӑн-питпе таврӑнчӗҫ — сӗтел ҫине хаҫатпа чӗркенӗ пӗчӗк те йывӑр япала хучӗҫ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хуҫашӑн пулсан — пур пӗрех; вӑл хӑнана ырӑ каҫ суннӑ, ҫӗр каҫмалли пӳлӗме вырнаҫтарнӑ, хӑй вара ахаль чулҫӑн еплерех тӗлӗнмелле куҫсем пулни пирки каласа пама арӑмӗ патне кӗнӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл Гента нимӗн те каламан, анчах куҫлӑх тӑхӑннӑ та — аптӑравлӑн, кӑштах шикленерех те кӗретӗнех палӑртнӑ: Гентӑн куҫ шӑрҫисем нимӗне те сӑнарламаҫҫӗ — пӳлӗме те, хуҫана та, вут-ҫулӑма та.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.