Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхнӑ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Коньюнктивит, — терӗ Эльгеев, куҫ хупанкисене тавӑра-тавӑра пӑхнӑ ман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пыл пекех те, тӗсӗ урӑхларах, — терӗ Павлуш, тутанса пӑхнӑ май.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Атте ун патне хӑтана та ярса пӑхнӑ, тет, мана пӗлтермесӗрех.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шухӑшласа пӑхнӑ ун ҫинчен, ваттисемпе те калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай аллине парасчӗ сана, вӑл пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхнӑ пулӗччӗ ҫав…

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Крым пурне те виҫсе пӑхнӑ, пурне те шута илнӗ, — терӗ хан.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫамрӑкрах чухнехи пек унран тарса ҫӳремен, хирӗҫ пулсан именсе пуҫне те пӗкмен, качча куҫран хӑюллӑн, анчах сивлесе пӑхнӑ, хӗр ача унпа хӑй вӑрҫма сӑлтав шыранӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмета вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ те, ҫурхи шыв-шур та шиклентермен, вӑл урӑххи пирки иккӗленнӗ — юлашки вӑхӑтра ӑна тӗл пулмассерен Нухрат ун ҫине кашкӑрла пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ара, эп ӑна апла та чӗнсе пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай пурӑнаймарӗ вӑл Хусанта, Али хан ҫыннисем кавар хыҫҫӑн кавар туса влаҫа каллех хӑйсен аллине илчӗҫ, анчах хан влаҫӗн техӗмне тутанса пӑхнӑ Магмет-Эминь хӑйӗн шанчӑкне ҫухатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине сӗтел ҫине пӗр чаплашка шыв лартрӗ, ун тавра укҫа, ҫӑкӑр, кӑмрӑк, чул таткисем хурса тухрӗ, хӗврен юмӑҫ пӑхнӑ чухне тыткаламалли нухӑт хулли кӑларса унпа шыва тӗрлӗ еннелле ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ ӑна пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхрӗ, темле курӑкпа та сиплерӗ, ҫапах Патирек сывални пулмарӗ, типнӗҫемӗн типсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе ҫӗр ҫын йӑтма хӑтланса пӑхнӑ кӑкшӑма — вырӑнтан та тапратайман.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элентей вырӑнне урӑх тарҫӑ тупасси ҫинчен алманчӑ темиҫе хутчен те шутласа пӑхнӑ, анчах та ку таранччен тарҫа илме юрӑхлӑ ҫын тупайман.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ах, эсӗ унта тутар саламатне кӑна тутанса пӑхнӑ пулӗ-ха, вырӑс саламатне тутанса пӑхман курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак вӑхӑтра сарӑ хӑмӑллӑ уй-хирпе тин шӑтнӑ ешӗл калча пек курӑнакан ҫаран ҫине ҫу каҫиччен пӗр канма-ҫӑр тӑрӑшнӑ ӗҫченсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арӑслан йытӑ ҫине пӑхнӑ, пуҫне ун-кун пӑркаланӑ, йытта тивмен.

Лев смотрел на собачку, поворачивал голову со стороны на сторону и не трогал ее.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Арӑслан ӑна пырса шӑршласа пӑхнӑ.

Лев подошел к ней и понюхал ее.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Тӳперен тулли уйӑх пӑхнӑ, акӑшсем таҫта аялта шыв ҫуталса выртнине курнӑ.

На небе был полный месяц, и лебеди далеко внизу под собой видели синеющую воду.

Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.

Булькӑна лапчӑтса хурас тесе упа йӑваланса та пӑхнӑ, йытӑ пурпӗрех парӑнман, ӑна шыв сапса кӑна вӗҫертме пултарнӑ.

И повалился на голову, чтобы раздавить Бульку; но Булька до тех пор на нем держался, пока его не отлили холодной водой.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех