Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак, те ытла васканипе, те хӑйне епле кӗтсе илессипе йӑпанса пырса, тӑван килтен иртсех кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пилешкасси Улюка тарӑн ыйхӑра кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Старик пулӑшасса кӗтсе ӑна чӗнме пыракансен шучӗ чакмасть те чакмасть.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пантей: «Ӑҫта илсе кайӗҫ-ши, манӑн черет халӗ те мӗнле ҫитмерӗ-ха?» — тесе шухӑшласа кӗтсе пурӑнчӗ, чунӗ-кӑмӑлӗ кунсерен пусӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Сивӗнмӗн-и манран? — тимлӗ сӑнаса пӑхрӗ вӑл арҫын ҫине лешӗ мӗн каласса кӗтсе.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗррехинче, лешӗ тӗлпулӑва пыман каҫхине, хӗр Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче виҫӗ сехет кӗтсе тӑчӗ, ӑшӑ ыйха путакан хулан пушанма тытӑннӑ урамӗпе унӑн общежитие пӗччен таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кивӗ мӑк шӑрши сапнӑ верандӑра чӑнкӑ пусма-картлашка ҫинче Мукин хӑйне кӗтсе илме тухнӑ Вӗҫелиса хулран тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Паян алӑк патне пуринчен малтан, хӑнасене кӗтсе, Вӗҫелис ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

… Ӗҫчен хӑнасене тарават кӗтсе илекен тӑван хулана кайӑксем вӗҫекен тӳперен сӑнаса тӑнӑ май, Ирина хӑчӗн пурнӑҫӗнчи чи ӗҫлӗ те хӗрӳллӗ вӑхӑтсем паянтан пуҫланасса шанчӗ-ӗненчӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл хурав кӗтсе илмесӗрех Архипов ҫумне пырса ларчӗ те юн пусӑмне тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройкӑна кӗрсе ҫӳремелли ҫӗрте ӑна вахтер аллине карттус сӑмси патне тытса — честь парса кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ара, вӑл шкулта вӗренекенсене уроксем тума пулӑшнӑ, курс ӗҫӗсем те, дипломсем ҫыртарнӑ, пысӑк ҫемьене ирӗн-каҫӑн хӑй тавра пуҫтарнӑ, хӑнасене те, тӗрлӗ уявра кӗтсе илсе, савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах ку енӗпе никамран та пулӑшу кӗтсе илеймерӗм-ха.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Лешӗ ҫамрӑк, инженера кӗтсе, Артюхинпа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Кран чарӑна пӗлми кирпӗч куҫарнине-ҫӗкленине пула монтажниксем сехечӗ-сехечӗпе колонна секцийӗсемпе пайӗсене кӗтсе илеймеҫҫӗ! — пӗлтерчӗ вӑл тӗп инженера.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Кӗме юрать-и? — ыйтрӗ хӗр, хуравне кӗтсе илмесӗрех малалла иртсе, сӗтел умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑна кунта та савӑнса та ал-хапӑл кӗтсе илмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑнпах пуль хӗре ӗҫ вырӑнӗнче пӗрремӗш курсра вӗренекен пек ҫеҫ кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ялта кашни кал-кал ӗҫлет, Кӗрхи куна кӗтсе илет: Лавруш Ляви лаша кӳлет, Муҫҫей мучи мунча сиплет, Куршук Куҫми хире тухать, Комбайнер вӑл, ыраш вырать, Катиҫ Калли ҫӗртме тӑвать, Ҫӗртме тӑвать, ҫерем уҫать.

Куҫарса пулӑш

Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Эсӗ ҫав ҫӗлене хӑрамасӑр кӗтсе ил.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех