Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек чух поэтӑн яланхи ҫутӑ та кӑмӑллӑ сӑнӗ кӑштах ӑмӑрланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Халӗ те, ун ятне асӑнсанах, куҫ умне ҫирӗм ҫиччӗри уҫӑ кӑмӑллӑ, хура кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫутӑ ачаш куҫлӑ йӗкӗт тухса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кӑмӑллӑ ответ илтӗм.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хулан тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те тӳрӗ кӑмӑллӑ, Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнас тата пултаруллӑн ӗҫлес килсе тӑракан чи тирпейлӗ те хӑтлӑ хулана ҫавӑрма тӑрӑшакан хастар чунлӑ ҫынсем.

Богатство города – его люди, трудолюбивые, честные, стремящиеся сделать Новочебоксарск самым благоустроенным и комфортным городом, где хочется жить, любить и творить.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/26/gla ... aet-s-dnem

Ҫывӑх ҫынна кӑмӑллӑ парнепе савӑнтарӑр.

Сделайте приятный сюрприз для близкого вам человека.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юбилее ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ ял ҫыннисем укҫа-тенкӗ уйӑрнипе йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

Мероприяти ӑшӑ та кӑмӑллӑ иртнӗ, пухӑннисене нумай аса илӳпе савӑнӑҫ парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

Паянхи кун та ҫав кӑмӑллӑ тӗлӗке куратӑп, – савӑнӑҫне пытармасть Гульнара Зубаирова.

Куҫарса пулӑш

21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010

Ҫак кун пурте лайӑх ӗҫленӗ, ҫавӑнпа та киле черетлӗ кун кӑтартӑвӗсемпе кӑмӑллӑ таврӑннӑ.

Потрудились все в этот день хорошо, и поэтому домой уходили довольные результатами очередного лагерного дня.

"Мухтав минучӗ" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ch-3398191

Венера Арсентьевӑпа Галина Волкова та округӑн спорт пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Ҫак кунсенче ырӑ кӑмӑллӑ, тараватлӑ, пурнӑҫра пайтах хура-шурне курнӑ кинемейӗн ҫуралнӑ кунӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Раҫҫей Президенчӗ фестиваль ӑнӑҫлӑ иртессе тата ӑс-хакӑлпа професси ӳсӗмӗ валли ҫӗнӗ майсем уҫасса шаннине, ҫавӑн пекех ырӑ кӑмӑллӑ атмосферӑпа вӑраха асра юласса шаннӑ.

Российский президент выразил уверенность в том, что фестиваль пройдет успешно и откроет для участников «новые возможности для духовного и профессионального роста», а также надолго запомнится своей доброжелательной атмосферой.

Путин "Таврида.АРТ" фестивале хутшӑнакансене тата организаторсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3393500

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый ҫавӑн пекех «Рассвет», «Сатурн» ял хуҫалӑх производство кооперативӗсен уй-хирӗсене те ҫитсе курчӗ, вӗсен ӗҫӗпе те кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫ шавӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%85e%d1% ... b0%d0%b2e/

— Ӗҫсене подрядчиксем пахалӑхлӑ тата срокра пурнӑҫласа, шкулсем ҫӗнӗ сӑнпа пуянланса пынине палӑртма кӑмӑллӑ, — тенӗ Леонард Левый.

Куҫарса пулӑш

Округра — вӗренӳ министрӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d0%be%d0%b ... 82%d1%80e/

Уявпа питӗ кӑмӑллӑ юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен форумӗ – 14-мӗш хут // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/c%d0%b0%d0% ... %83%d1%82/

Округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ Марина Вастулова пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренекенсем ҫул ҫӳревпе кӑмӑллӑ юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен форумӗ – 14-мӗш хут // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/c%d0%b0%d0% ... %83%d1%82/

Педагогсем «Культура» наци проекчӗ вӑйра тӑнипе те кӑмӑллӑ, унӑн тивлечӗпе музыка инструменчӗсене ҫӗнетме майлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Тӗрӗссипе каласан, вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем ятарлӑ службӑсем хутшӑннипе тӗрӗслевсем ирттернипе хӑйсем те кӑмӑллӑ: – Вӗренӳ тытӑмӗнчи лару-тӑрӑва хак панисӗр пуҫне, ҫакӑ пӗтӗмӗшле йӗркелӗхе те хӑнӑхтарать, – теҫҫӗ вӗсем пурте.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Тӗрӗслев иртнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнчен кӑмӑллӑ сӑн-питпе тухрӗҫ комисси членӗсем.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Ял хуҫалӑх предприятийӗнчи техника паркне пырса кӗме кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех