Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах манӑн ҫакна та пӗлтермелле: укҫа-тенкӗ мана хамӑн ӑссӑрла вӑйлӑ туртӑма чӑна кӑларма май килтерчӗ.Но я должен еще сказать, что деньги дали мне возможность осуществить мою манию.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Молли йӗри-тавра пӑхкаларӗ, арча патнелле ыткӑнчӗ те унтан тӗрлӗ пусма таткисем, чӗнтӗр-чӑлха, ҫыхса хунӑ чӗркем-тӗркем кӑларма пуҫларӗ; пӗр минут та иртмерӗ — ун тавра япаласем купаланса тулчӗҫ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эстамп ӑна Дюрок кӑтартнӑ тӗлелле пӑрчӗ; унтан пурте чӗлӗм чӗртсе ятӑмӑр та — Дюрок мана Хирте мӗн пулса иртесси ҫинчен ҫеҫ мар, хамӑр кунта килни пирки те никам умӗнче те пӗр сӑмах та кӑларма юраманнине пӗлтерчӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫавӑн пекех, хӑйсем пӑхакан ыйтусемпе, Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗн, Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн, Чӑваш Республикин Прокурорӗн саккун кӑларма пуҫару тумалли право пур.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Законсем кӑларма пуҫару тумалли правӑпа ҫавӑн пекех общество организацийӗсем республикӑри органсем урлӑ тата вӗсене тивӗҫлӗ органсем урлӑ усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Тӗне ӗненнӗ пирки хирӗҫӳ кӑларма тата курайманлӑх туйӑмӗ сарма чараҫҫӗ.Возбуждение вражды и ненависти в связи с религиозными верованиями запрещается.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Федя — пуҫлӑх, каяс ҫул маршрутне улӑштарма вӑл хушрӗ вӗт, тесе эпӗ хама тӳрре кӑларма шухӑшласа пӑхрӑм, анчах хам йӑнӑша ҫавӑнтах сиссе хама-хам ҫиллентӗм.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах маузера кӑмака айне персе чикме пулать, историйӗ вара… ӑна пуҫран та шухӑшласа кӑларма пулать.Но маузер можно запихать под печь, а историю… историю можно и выдумать.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпир ӑна ҫӳлелле туртса кӑларма ӗлкӗриччен шывӗ тӗпне ҫеҫ тӑрса юлчӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
«Юрать-ши ӗнтӗ, темӗнле чӑхсемпе хӑйма таврашӗшӗн ҫавӑн пек калама ҫук хаклӑ боеца отрядран хуса кӑларма?..» — тесе шухӑшларӑм хам ӑшӑмра.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл хытӑ кӗмсӗртетме, шӑв-шав кӑларма кӑна юратать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Миҫе провод касса татнисене, миҫе телеграф юпине пӑчкӑпа татса йӑвантарнисене — шутласа та кӑларма ҫук, анчах чӑнласах ҫапӑҫса курман-ха.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анраса хытса каян та, вара предохранитель мар, ункине туртса кӑларма та манса каятӑн.Ошалеешь, обалдеешь, так тут не то что предохранитель, а и кольцо-то сдернуть позабудешь.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чубук аялта выртать, вӑл хӑйӗн кобурӗнчен револьвер туртса кӑларма хӑтланакан тӑшман салтакӗн аллисене тытнӑ.Чубук был внизу, он держал за руки белого, пытавшегося вытащить из кобуры револьвер.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсем хыттӑн калаҫаяҫҫӗ паллах, анчах тахҫанах тымарланнӑ хӑнӑху сӑмахсене пӑшӑлтатупа кӑларма хистет.Они могли бы говорить громко, но укоренившаяся привычка заставляла произносить слова шепотом.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Манӑн шухӑшӑмпа — ҫак телейсӗрскерсене хуларан мӗнле те пулин чееленсе кӑларма мехел ҫитермеллех сирӗн!— Мне кажется, что вы могли бы, схитрив как-нибудь, убрать этих несчастных из города.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Паян республикӑра ҫитӗнекен ӑру воспитанийӗ валли, лайӑх пӗлӳ илме, ҫамрӑксемшӗн хӑйсен пултарулӑхне тӳрре кӑларма пӗтӗм услови пур.
Михаил Игнатьев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/09/01/news-3650389
Пурнӑҫ саманинче ҫыхӑну тытӑмӗсӗр хальхи ҫын пурнӑҫне куҫ умне кӑларма та май ҫук.Жизнь современного человечества немыслима без оперативного обмена информацией.
Михаил Игнатьев Радио кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/06/news-3564453
Пирӗн ҫав шанчӑксене тӳрре кӑларма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла.Мы должны приложить все усилия, чтобы эти надежды осуществились.
Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/01/news-3583272
Пирӗн ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ япаласемпе пурнӑҫра анлӑн усӑ кураҫҫӗ, вӗсене серипе кӑларма производствӑна кӗртеҫҫӗ.Разработки наших учёных широко применяются на практике, внедряются в серийное производство.
Михаил Игнатьев Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/02/08/news-3480611