Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗлте турттаракансен ӗҫне шута илнӗ чухне Марине Сехре Иванне курчӗ те ытла чарӑнса тӑрас мар тенӗ ҫӗртенех калаҫӑва кӗрсе кайрӗ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман Укахви звенине вӑрлӑхлӑх тулӑ участокне курма кайнӑччӗ, ҫула май Марине бригадине кӗчӗ те унта агроном ыттисемпе пӗрле кок-сагыз калчисене куҫара-куҫара лартнине курчӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Амӑшӗ унпа чунӗ киленичченех калаҫрӗ темелле — ӑна вӑл кунне темиҫе хутчен курчӗ, анчах ашшӗ, кункаҫа ҫураки ӗҫӗпе чупаканскер, ывӑлӗпе каҫсерен ҫеҫ пӗрер сехет ларкаларӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Алексей курчӗ, Укахви унран Сантӑр пирки татах та ыйтса пӗлесшӗн, анчах, ҫынсен кӑмӑлӗ хуҫӑлнине сиссе, нимӗн те шарламасть.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр кунхине Карачӑм ашшӗне тата аякран курчӗ, палласса та ӑна шурӑ кӗпинчен ҫеҫ палларӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗттӗм пулас умӗн Липа, кок-сагыз ӗҫӗсенчен хӑтӑлнӑ пек пулса, лашине леҫмелле «Атӑл» колхоза кайрӗ,витене ҫитнӗ май Кӗтерне инке патне кӗчӗ те унта тин ҫеҫ МТС-ран таврӑннӑ Анушкана курчӗ.
ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӳрече кантӑкӗ ирхи ҫутӑпа кӑвӑкарма пуҫласанах ӗҫе кайма сиксе тӑнӑ Кӗтерне упӑшки арча патӗнче ҫине тӑхӑннӑ ҫӗнӗ костюмне тӳрлеткелесе ларнине курчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сехре хӗрарӑмсем еннелле куҫ хыврӗ те ҫакна курчӗ: Маринепе Людмила, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫса тӑнине пӗлсе, ахӑлтатсах кулаҫҫӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Агаа, хӑйне каччӑ ҫыруне шанса панӑшӑн хӗпӗртенӗскер, кунпа та кӑмӑлтан киленӗччӗ ӗнтӗ, вӑл ҫырӑва тытса пӑхнӑ хыҫҫӑнах каялла парасшӑнччӗ, анчах Укахви куҫӗсенче ҫакна курчӗ: тантӑшӗ чӑнах та вӑл ҫырупа паллашасса кӗтет.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл курчӗ: Анна Ивановна вӗсемпе килӗшет, ҫак вӑхӑтра халӗ вӑл хӑй юратнӑ ӗҫ ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленет, бригада шанса парсан, вӑл ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ӗҫлемелле, атӑлкассене хӑйӗн мӗнпур ӑсталӑхне кӑтартса парас тесе тӑрӑшмалла.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Аха, ав, пулӑ тиенӗ пулас, каҫаҫҫӗ, — Кабир Атӑл леш енчен хӑва тиенӗ кимӗ хускалнине курчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине, киле таврӑннӑ чухне, Сехре Иванӗ Липӑпа Левентее урамра правлени ҫывӑхӗнче курчӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗр картини айӗнче Липа пӗлтӗрхи календаре те курчӗ — Ятман амӑшӗ ун листисене ывӑлӗсемсӗр татса пыма та хӑяйман, календарь килтен чи кайран тухса кайнӑ ывӑлӗ уҫса хӑварнӑ числопах — июлӗн 10-мӗшӗпех ҫакӑнса тӑрать.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине вӑл урамра пӗр каҫлӑха киле таврӑннӑ Карачӑма курчӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Итем ҫинчи улӑм урисем хушшипе вӑл хӑйӗн икӗ чӳречипе урамалла пӑхса ларакан пысӑках мар пӳртне те курчӗ ӗнтӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Адашев куҫ хӳрипе аслӑ князь ҫине пӑхса илчӗ, вӑл ун сӑмахне итлет-и терӗ пулас, лайӑх курчӗ — итлет.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ун вырӑнне нухай княҫӗ мӑрсана юп курчӗ, юлашкинчен илемлетсе пӗтернӗ ҫатан урапа ҫине кӗрсе ларсан та тепре аса илтерчӗ:
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тепӗр эрнерен мунчана, касмӑк тӑвакан тарҫӑ патне, мӑрса хӑй пырса курчӗ.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Курчӗ Ятламас, ун пуҫӗнче ӗнер Тенюшпа иккӗш картишне пӑрахса хӑварнӑ тутӑрах.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Никам та курмарӗ пулсан юрать-ха, ҫын курчӗ пулсан ҫӗр айне анса каймалла ҫав.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.