Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килти сăмах пирĕн базăра пур.
килти (тĕпĕ: килти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри вӑрҫрӗ ӑна паян (хӑйӗн хуҫи Архангельский пуп: эсӗ ман патра юратса ӗҫлеместӗн, килти ҫын пек мар терӗ.

К примеру, сегодня на него накричал хозяин — поп Архангельский: ты, мол, работаешь на меня как чужак, без любви и старания

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул пекех, хула тумӗпе килти тума хутӑш тӑхӑннӑ вӑл.

Он одет, как и Яндул, в обычную домашнюю одежду:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫеньял ҫыннисем килти кулленхи ӗҫ-пуҫа тирпейлесе пӗтернӗччӗ пулас ӗнтӗ, хальччен каҫхи апат та ҫикеленӗ пуль, хапха умӗсемпе картишсенче ыйхӑллӑ ҫын сассисем илтенкелетчӗҫ, ҫулу ҫапни курӑнатчӗ.

Жители Синьяла. кажется, закончили дневные дела и даже поужинали; кое-где еще слышались голоса, вспыхивали мелкие искорки — кто-то высекал огонь из огнива, лениво брехали собаки.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килти кукша яла пынӑ тет.

Домашний плешивый пришел говорят в деревню.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килти «лару-тӑру» ҫинчен нихҫан та калаҫмасть Ульти ҫынсем патӗнче.

Ульди никогда не упоминает о домашних «делах» при людях.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуртне пӑхса тӑма тӗп килти пӗр карчӑка хушнӑчче.

Готовила обеды тетя Аня, но кормила его Лиза.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килти ҫемьесем, Золотницкий пеккисем, ытти вырӑссем — ҫурма ӑслӑ.

Домоседские семьи, такие, как Золотницкий, другие русские — лишь полумудрые.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халь хӑнӑхрӑмӑр та, килти ҫын пекех эс.

Мы привыкли друг к другу, ты нам как родной.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кунта та вӑл ют ҫынсем патӗнче, анчах килтинчен те килти пек туять хӑйне.

Здесь он тоже был среди чужих людей, но ощущал себя как дома.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрарӑм ирех тӑрать, ӗҫе пикенет: килти ӗҫсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн тӳрех фермӑна утать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Албутовсем килти хуҫалӑхра та нумай выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Ҫапах та маттур ҫемье килти хуҫалӑхри ӗҫсене пуҫтарма та ӗлкӗрнӗ, кулленхи ӗҫ вырӑнне те вӑхӑтра ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Апла пулин те килти хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх тытма та, пахча ҫимӗҫ туса илме те вӑхӑт тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Любовь Валентиновна ачасене вырӑс чӗлхи предмечӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарать: правилӑсене ӑнлантарать, килти ӗҫе тишкерет, вӗренекенсене ыйтусем парать.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Ватти-вӗтти килти альбомсене пӑхса тухса ӗлӗк район центрӗнче вырнаҫнӑ ҫуртсен, урамсен, хуралтӑсен тата ытти вырӑнсен сӑнӳкерчӗкӗсене тупар.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Кирек ӑҫта та вӑл хӑйне килти пек туять, ҫемьери пек тыткалать.

И всюду он чувствует себя словно в родном доме, в родной семье.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килти пӗтӗм хӗрарӑм ӗҫне ашшӗ туса пынӑ: кӗпе ҫунӑ, апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ…

Всю работу по дому делал отец — стирал, мыл, готовил еду…

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килти нӳхрепри сивӗ кӑвас халь ӑна ӗҫсе тӑранайми тутлӑ пулассӑн туйӑнать.

Несбыточным счастьем кажется ему холодный квас в далеком погребе.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫавӑнпа килти ӗҫсенчен чылайӑшне Александр Петровичӑн хӑйӗн тума тивет.

Так что хлопотное хозяйство висит и на шее самого Александра Петровича.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унта килти выльӑхсем ҫеҫ мар, тепӗр чухне, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче, пӑшисем вилес умӗн чун хавалӗпе кӑшкӑрни те илтӗнкелет.

Порой осенними темными ночами оттуда доносятся душераздирающие предсмертные крики домашних животных и лосей, ставших жертвами хищных зверей.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех