Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурӑнсан, партиец та пулӗ, ун чухне вара теприне, хӑй пеккине юратса пӑрахӗ те, ӑна хӑйшӗн вут пек ҫунакан йӗкӗте, алӑ сулса хӑварма та манӗ.
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ку ӗнтӗ ҫунакан вут ҫине краҫҫын сапнӑ пекех пулчӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫыннисене вӗлереҫҫӗ, япалисене ҫаратаҫҫӗ, килӗ-ҫурчӗсене вут тиверте-тиверте ҫунтараҫҫӗ, кайран хӑйсем тухса тараҫҫӗ.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл пур — хӗр пуҫҫӑн, хӑй кӑна Сахарӑн шур мунчине вут тивсе илессинчен хӑтарса хӑварчӗ.
Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унта тӑракан ҫынсем ҫакна тӳсеймесӗр, хӑйсем тӑрӑх шыв яраҫҫӗ, пӳрт тӑрринчен хыпаланса анса пушӑ витрисене тултараҫҫӗ, килсе ӳкекен вут пуҫҫисене сапа-сапа сӳнтереҫҫӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вут мечӗт урамне сиксе ӳксен, Сахар хытах пӑлханма пуҫларӗ: кунтан Палас урлӑ ун капанӗ патне алӑ тӑсмалӑх кӑна темелле.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун ҫине пӗчӗкҫӗ вут хӗлхемӗ килсе ӳксен те, вӑл тар пек пӑр! кӑна тивсе кайма пултарать.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Асар-писер вӑйлӑ ҫил вут пуҫҫисене аякран аякка вӗҫтерсе каять, хушӑран Палас урлӑ каҫса, Сахар сачӗ патне те илсе ҫитерет, кӗҫ-вӗҫ тӑпӑлса тухас пек силленекен йывӑҫсем ҫине тӑка-тӑка хӑварать…
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ вӑл ҫунакан пӗр ҫурт патне вӑркӑнса ҫитрӗ, лашине аранах вут ӑшне кӗртсе ямарӗ — юрать-ха, пӗр правуртарах арҫын чӗлпӗртен тытса чарма ӗлкӗрчӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӳпере пӗтӗм ял ҫийӗн тӗтӗмпе хутӑш хӗрлӗ кӑвак вут чӗлхисем явӑнаҫҫӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ял варринче хура хӑмӑр тӗтӗм мӑкӑрланать, ун витӗр вут чӗлхисем курӑна-курӑна каяҫҫӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар, картишӗнчи вут ҫутине курса тата унти шӑв-шава илтсе, шӑналӑк витсе вӗренсемпе урлӑ-пирлӗ каркаласа ҫыхнӑ лавӗ ҫинчен ялт! кӑна сиксе анчӗ те крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ, шалти карлӑк урлӑ ывтӑнса каҫса, картишне анса та тӑчӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ырӑ каҫ пултӑр сана, Хрестук, — терӗ те шӑппӑн йӗкӗт хӗрӗн вут пек пӗҫерекен аллине ҫупӑрласа чӑмӑртарӗ.
«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан кӗпине йытӑ ҫурнине ас турӗ те, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вут пек тӗлкӗшме пуҫларӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Куҫӗсем пурин те хӑйсен вут пек йӑлкӑшаҫҫӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн куҫӗсем вут пек йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ытти вут пуҫҫисем куҫа тӗтӗм кӗртсе ҫав-ҫавах йӑсӑрланчӗҫ-ха.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мамич-Бердей пӑлхавӗ Хусана илнӗ хыҫҫӑн сӳнмесӗр юлнӑ вут пуҫҫисенчен пӗри кӑна пулнӑ иккен.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кам вут тӗртнӗ ӑна?
7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Яла вут тӗртнӗ.
7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.