Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗренсе тухасси – ача чухнехи «алӑк урати» пек, ача-пӑча центрӗн стенисенчи юлашки мероприяти.
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498
Тӗнкӗл-тӗнкӗл, тӗнкӗл-тӗнкӗл, тзи-и-и-инь! вӑрӑммӑн янӑрарӗ алӑк шӑнкӑравӗ.
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Алӑк патӗнчи шӑнкӑрав вӑрӑммӑн янӑраса кайрӗ: тӗнкӗл-тӗнкӗл, тзи-и-инь!
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Алӑк ҫумӗнчи градусник куҫӗ тӗлне лексен вӑл шкала ҫине пӑхрӗ.
Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.
Вӗсене эпир алӑк уҫмасӑрах, телевизор кнопкине пуснипех, кӗртсе тултаратпӑр, пит хапӑл тусах кӗтсе илетпӗр.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Алӑк шӑлтӑр-шалтӑр турӗ ҫеҫ — шалалла карт туртса кӗртрӗ Мами ачине, ҫӗрӗпех килте пулманскере, чӑн-чан тутарса ячӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ун тӗлӗнче нимӗнле алӑк та ҫук, анчах тем тума вырнаҫтарса хӑварнӑ ӑна ҫурт-йӗр ӑстисем.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Алӑк хыҫӗнчех пытанса тӑнӑ ҫирӗп алӑ ӑна вӑшт кӑна туртса илчӗ хӑй патнелле.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Кахал йытта вилӗ мулкач тенӗ пек, пурте алӑ айӗнчех: вутти — анкартинче, тырри-пулли — ҫурт ҫийӗнче, — кӑшт чӗнмесӗр ларсан Микулкка амӑшӗ шӳтлеме пӑрахать, кӗтесре, алӑк патӗнче, тӑракан тӑлпан Вихтӗр ҫине пӑхать, хушса хурать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Микул, эс-и? — ыйтать амӑшӗ, ҫурӑмӗпе алӑк еннелле выртаканскер.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Акӑ алӑк чӗриклетсе уҫӑлать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Пӗр вӑхӑт кӗттерсен алӑк патне Наҫки пырать.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Кам унта? — ыйтать Укахви, алӑк ҫывӑхӗнче лараканскер.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Кил-ха, ыталам сана, пичче, атту алӑк янахӗнченех хӑр-хӑр, мӗн чухлӗ пулать курнӑҫманни.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Тетей вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те алӑк патнелле чупрӗ, йӗм тӑхӑнма та манчӗ, пӗр трусси вӗҫҫӗнех васкарӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Амӑшӗ ӑна алӑк урати патӗнче ҫиллессӗн кӗтсе илчӗ.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Узин ниепле те тухса каясшӑн пулмарӗ, алӑк суллинчен ҫакланчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Узин хыҫӗнче тимӗр алӑк хупӑнчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Алӑк урати патӗнче амӑшӗ ӳпкевлӗн кӗтсе илчӗ ӑна.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Алӑк самантрах уҫӑлчӗ, Алюна васкавлӑн тухрӗ, пӗр аллинче сумка, тепӗр аллинче ҫӑрасемпе ҫӑра уҫҫисем.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.