Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юрату сăмах пирĕн базăра пур.
Юрату (тĕпĕ: юрату) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ йывӑрланса пынӑҫемӗн сӳнми юрату суранӗ ҫивӗчлене пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулапа иккӗшин хушшинчи юрату татах ҫирӗпленсе тӗвӗленчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн тесен юрату илемӗнчен ытлараххи урӑх ниепле илем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрату ҫавӑн ятне ӗнтӗ!»

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрату тени вӑл чуптумасӑр та пархатарлӑ, илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, поэтесси тата журналисчӗ Альбина Юрату та пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Тен, суйлама тивӗ: юрату е туслӑх.

Возможно, вы окажетесь перед непростой дилеммой: любовь или дружба.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах сире кӗске роман мар, чӑн-чӑн юрату кирлӗ.

Но вам нужен не мимолётный роман, а настоящая любовь.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрӳ пултӑр юрату, Пултӑр пурнӑҫра тату.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак халь йӗкӗт юрату мӗнне кӑшт сиссе илнӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫемье хаклӑхӗсене упрас тата вӗсене ачасене вӗрентес тивӗҫ, ашшӗсен обществӑри пӗлтерӗшлӗ вырӑнӗ, ҫемьери хисеппе юрату… - социаллӑ ҫивӗч ыйтусене чылай хускатнӑ ачасемпе калаҫусенче.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Пӗччен пурӑнакан, юрату ҫинчен ӗмӗтленекен хӗрарӑмсен пуҫне ҫавӑраҫҫӗ те ҫак сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Паллашнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмест - юрату пирки калаҫма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Хӗрарӑмсен районти канашӗн пуҫлӑхӗ Людмила Васильева вӗсене кашнине ӑшӑлӑх, ӗненӳ, юрату хывӑннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Ман чӗрере ҫуралчӗ хӑватлӑ юрату.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй тӗллӗнех иртес пулсан ҫак чир, Юрату мар ку тетпӗр-ҫке эпир.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл — юрату, — сире эп пӗлтерем.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Начар упӑшка пулмалла мар пек Магмет, унпа тухса ҫӳренӗ чух намӑс курмӑн, анчах чӑн-чӑн юрату ҫук-ҫке вӗсен хушшинче.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрату турри парсассӑн — Пулатех ачи!

Куҫарса пулӑш

Йӗппипе ҫиппи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 53 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех