Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑнтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑнтӑр (тĕпĕ: кӑнтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрлет, шавлать, калаҫать, кулать, ахӑлтатать пысӑк зал, ҫамрӑксен сасси урама илтӗнет, кӑнтӑр енчен вӑркӑшса килекен ҫурхи ӑшӑ ҫилпе хутшӑнса вӑл инҫете-инҫете вӗҫет, юр айӗнчен туха пуҫланӑ уй-хир тӑрӑх аякка-аякка ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Юрату юрри юрланӑ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫакан украинецсемпе пӗрле эпир Аркалык хулине ҫӳрекен вырӑнти пуйӑс ҫине лартӑмӑр, тепӗр кун кӑнтӑр иртсен хамӑра хушнӑ вырӑнта анса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Радио каланине ӗненес пулсан паян-ыранах ҫил кӑнтӑр еннелле ҫаврӑнмалла, ҫанталӑк самаях ӑшӑтмалла, — терӗ Мӗтри сивӗ юра кӑчӑртаттарса ҫул варринче калла-малла утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Тепӗр кунне кӑнтӑр ҫитеспе ӑна хамӑр ҫумри ансӑр тӑкӑрлӑкра тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Авалхи пӗчӗк хулана, район центрне, Моляков кӑнтӑр иртсен ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Чылай ҫулсем иртсен, кикаклата-кикаклата кайӑкхурсем кӑнтӑр енчӗн ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑннӑ кунсенче, Хырла вӑрманӗсенче тарса ҫӳрекен пӑлхавҫӑсем патне аманса-сусӑрланса пӗтнӗ пӗр вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑ чӑваш пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халь, ав, таҫта кӑнтӑр енне килсе тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен аслӑ ҫулӑн кӑнтӑр енчи чӑтлӑха ҫитсе вырнаҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхи вӑйпут вара васкас мар терӗ, кунтах кӑнтӑр апачӗ ирттерес, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкай мучи лавӗ вӑрмана кӑнтӑр енчи ҫулпа кӗрсе кайрӗ кӑна, Килтеш енне анӑҫри юманлӑхран Сюльдяшов ҫарӗ капланса килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑр енчен, кашкӑрсем кӗрсе кайнӑ енчен ҫил вӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атӑл урлӑ каҫсан тепӗр кунне ман пата чӑвашсен аякри ҫӗрӗнчен, кӑнтӑр енчен, пӗр хӗр сиктерсе ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑр енчен кассӑн-кассӑн ӑшӑ ҫил вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тин кӑна сӗм каҫчӗ, кӑнтӑр кунӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑр енчен вӗрме тытӑннӑ ӑшӑ ҫил темиҫе кун хушшинчех ҫанталӑка улӑштарса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑр енчен ӑшӑ ҫил вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркинейӗ юланпа, Икҫӗр маттур юлташпа, Хурӑн ҫулпа кустарса, Кӑнтӑр кунне кӗретлӗ Ҫитсе кӗчӗ ӗретлӗ Сӗве ҫине тустарса.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑнтӑр кунӗ лайӑхчӗ, Пӗтӗм тӗнче уярччӗ, Анчах халӗ кӳлӗм ен Тӗттӗмленчӗ ҫур тӗнчен: Хура пӗлӗт явӑнса Хаярланса хӑпарать, Ҫиҫӗм ҫиҫсе вӑрӑнса Аслатийӗ ахӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗвел кӑнтӑр тӗлнелле тин хӑйӗн хӗрӳлӗхне систерет.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Акӑ халӗ кӑнтӑр тӗлнелле шурӑ пӗлӗтсем йышланма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех