Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ан сăмах пирĕн базăра пур.
Ан (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кама Эс калӑн-ха хушса: «Ан йышӑн, Паян ан парӑн никама».

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ан чӗн, ан кӗт: хӑех шырать, Хӑех, кӗтмесӗрех, пырать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ман тусӑм, — тет барон, — лӑплан, Ан шухӑшла, ан асаплан.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ан вырттӑр шухӑш урлӑ-пирлӗ, Ан пултӑр чун-чӗрӳ сан чирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ах, алӑкна, чӗрем, ан питӗр, Ан ҫыхӑн тӑлӑ пек, чӗлхем».

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эс тӗтрене сирсе ан хӑшкӑл, Сӑлтав пулса ан тӑтӑр мӑшкӑл, Сая яма хастар пуҫа.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Чӗрӳсене ан ыраттарӑр, Чуна ан пӑсӑр хурланса.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эс каялла Ан чак, ан пӑрӑн!

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ан иксӗлтӗр нихҫан та шанӑҫ, Ан мантӑр ӗмӗт васкатма.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ан вӗрилен, ан вӗрилен, — лӑплантарчӗ ӑна Камышин.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир ӑна «Ҫитӗ, куҫ умӗнче ан ырла, куҫ хыҫӗнче ан хурла» тесе каласа хурасшӑнччӗ, анчах кӑна ытлашши тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мана эсир туйран хӑварӑр, ҫӗн хӑтана ан чӗнӗр, анчах электростанци тӑвас ӗҫрен пӑрса ан хӑварӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ, Ятман, эп ыйтнине манса ан кай ӗнтӗ: председателе ал айне ҫакланнӑ пӗрремӗш ҫынна суйласа ан лартӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп сана акӑ мӗн калатӑп: эс ун ҫине виҫӗ ҫул ҫиленсе пурӑнма пултаратӑн, анчах ӗҫе ан пӑс, хӑвӑр колхозникӗрсем умӗнче ятна ан яр.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑвӑн умна «Колхоза епле ертсе пырас-ши?» тесе ыйту ан ларт, ҫемҫе чунлӑ ан пул.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫакӑн пек сӗтӗрӗнсе ан ҫӳре, ҫынсем тахҫанах пӗлекен япалана ан вӗрент.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ан хӑтлан, Кӗтерне, ан хӑтлан, — ӳкӗтленӗ пек каларӗ Сехре, унтан кӑштӑртатса лашисем патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ, ват ҫын пулса, ҫапла калатӑп: вӑрҫа кайнӑ тӑванӑрсем ҫинчен-пӗр минутлӑха та ан манӑр, колхозра ӗҫрен пӑрӑнма пӑхаканни пӗр ҫын та ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ан ухмахланӑр, Михала пиччене ахаль тытса ан тӑрӑр, — ятларӗ вӗсене тӑлӑх арӑм Марине.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗл Мучи, ытлах хытӑ ан шӑнт-ха, Ан шӑнтсам мана, ман урхамаха.

Ой, мороз, мороз, не морозь меня, Не морозь меня, моего коня.

Хӗл сивви // Юрий Сементер. Сементер, Юрий. Ҫырнисен пуххи. 3-мӗш том: Тӑваткӑл тӗрӗ: сӑвӑсем, юрӑсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2016. — 443 с. — 3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех