Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах эсӗ ҫакна пӗлетӗн-и, Ахтупай: алла илмен юпах тиха та малтан нихҫан тата никама тыттармасла ӗрӗхсе ҫӳрет; лаша тытса курман ҫын вара унпа иртен пуҫласа каҫчен айкашать; Урасмет пек улшуҫ вӑл юпах тихана пӗрре куҫ хупса иличчен йӑлмак тӑхӑнтартать, сан пек каччӑ ура сырнӑ тӗле ял тӑрӑх пӗр-иккӗ чуптарса тухса чӑм шыва ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай усал хыпара лаши ҫинчен аннӑ-анман илтрӗ те апат ҫимесӗр-тумасӑр ял вӗҫнелле — Урасмет килне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуркунне ку лӑпкӑ шыв таҫта ҫити ейӳ ярать пулмалла, ҫавӑнпа та ҫыран хӗрринче ниҫта та ял таврашӗ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй ҫак ял куштанне ҫав тери кураймасӑр пурӑнать пулин те Иштерек ваттисен йӑлине пӑсмарӗ, хапхаран тухрӗ те алманчӑна пуҫ тайса сывлӑх сунчӗ, ӑна пӳрте кӗрсе чыс тума сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сывлӑш ҫавӑрма пӗр авӑк чарӑнса тӑнӑ хушӑра каччӑ асӑрхама ӗлкӗрчӗ: ял ҫыннисем хушшинче паҫӑрхи вырӑссем те пур иккен.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах пахчана ял ҫыннисем те пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун вырӑнне вӑл, «ҫак ял ҫынни» тенӗ евӗр, пуҫне ҫеҫ сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс ҫак ял ҫынни пулатӑн-и? — ыйтрӗ вӑл вырӑсла.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял патне ҫитеспе каччӑ Атӑл хӗррине анса ҫӑвӑнса тасалма шутланӑччӗ, анчах кӑна тума ӗлкӗреймерӗ, кӑшт ҫеҫ шатраланса юхакан шыв ҫине пӑхрӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫҫӗмӗш пичче йӗтем ҫине кӗрсе тухрӗ, сад тавралла тата ял урамӗпе ҫаврӑнса килчӗ, сӑрт ҫинчен лаша вити патне сиккипе хытӑ чупса анчӗ.

Третий брат проехал и на гумно, и вокруг сада, да ещё и по деревне, и шибко проскакал из-под горы к конюшне.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

«Ял черечӗ мана та ҫитрӗ иккен», — шухӑшларӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Салам, хамӑр ял!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунти уй-хирсен вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, вуншар ҫухрӑм ҫӳресен те вӑрманлӑ вырӑн кураймӑн, йӑмраллӑ ял та тупаймӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Санне, Кавӑрле, лавӗ-лавӗпе турттарса тухсан та, пасар валли юлать тырӑ: ӑҫта пытарнине пӗлмеҫҫӗ-ха ял Совет членӗсем.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ял Совечӗн членӗсем кашни хресчене уйрӑм виҫепе хак памалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сирӗн ял валли, Кутемер валли те вӑл земство урлӑ шкулсем уҫса пама нумай тӑрӑшнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӗнерпуҫ пысӑк ял мар, анчах вӑл вулӑсри культура центрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ял витӗр каймарӗ Павлуш, тӑкӑрлӑкпа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах Ухтеркке чӑваш — «хамӑр ял».

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусана ҫити ял Совечӗсенче лав ыйта-ыйта каясси хӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех