Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл питӗ чӑтӑмлӑскерччӗ, пур ӗҫе те пултаратчӗ, ӗҫлеме питӗ юрататчӗ, ҫакӑ ӑна иксӗлми вӑй парса пынӑ.

У него была большая выдержка, огромная трудоспособность, та глубокая любовь к делу, которая даёт силы.

9. Ҫуxату // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫапах та, куллен ӗҫлеме хӑнӑхнӑран-и, е Мацуй сӗннӗ тӑрӑх, кулленхи ӗҫе план тӑрӑх туса пынӑран-и, манӑн пушӑ вӑхӑт та юлатчӗ.

Может быть, оттого, что я уже привык работать систематически и, следуя советам Мацуя, тщательно планировал свой день, свободное время оставалось.

5. Вӗренӳ ҫулӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Машина пайӗсене тӗрӗс виҫсе илме, хам ӗҫе тимлӗн тума хӑнӑхрӑм, ҫак ӗҫре нумай япалана вӗренсе ҫитрӗм, кайран вара, самолёта вӗренме пуҫласан, вӗсем маншӑн питӗ усӑллӑ пулчӗҫ.

Привык к точному измерению деталей, аккуратности, приобрёл навыки, которые потом, когда я стал изучать самолёт, мне очень пригодились.

5. Вӗренӳ ҫулӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Картинӑсем ӳкерме вӗренме пысӑк хулана каяс пулать, кунта вӑл ӗҫе ниҫта та вӗренме май ҫук.

— А учиться рисовать негде, надо ехать в большой город.

1. Ӑҫта каймалла? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Малышок: васкавлӑ ӗҫе пӗтеретӗп те, сана вӗренме пулӑшатӑп, терӗ.

Малышок обещал: кончит срочную работу — и поучит тебя.

8. Художник пулма шутлатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Сахӑр кӑшманӗ, ыраш тата кантӑр акнӑ анлӑ хирсенче, хӗвел ҫинче, ирӗкре эпир вӑй-хал пухаттӑмӑр, ҫак хушӑрах пӗрлешӳллӗ ӗҫе хӑнӑхса пыраттӑмӑр.

На бескрайних полях, засеянных сахарной свёклой, рожью четырёхгранной, коноплёй, на приволье, под солнцем, накапливали мы силы, приучаясь к коллективному труду.

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Апат хатӗр — апатланӑр та канӑр, вара ӗҫе тытӑнӑр! — тетчӗҫ пире.

Угощенье готово — поешьте, передохните, а там и за работу!

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑш чухне аран тытӑнса тӑратӑп, пӗтӗм ӗҫе пӑрахса урама выляма каяс килет.

Иной раз еле удержишься, чтобы не бросить всё и не побежать на улицу.

3. Пирвайхи ӗҫсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эсӗ манӑн кӗҫӗнни, ҫавӑнпа эпӗ сана мӗн пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарма тӑрӑшрӑм.

Ты у меня меньшой, я тебя и приучал с детства ко всякому труду.

3. Пирвайхи ӗҫсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл манран аслӑрах, лаша пӑхас ӗҫе лайӑхрах пӗлет.

Он постарше меня, «опытный» конюх.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анне мӗн ҫамрӑкранпах йывӑр ӗҫе тӳссе ирттернӗ, хӑйӗн сывлӑхне начарлатнӑ.

Мать надорвалась ещё до замужества: с детства на ней лежала непосильная работа.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑшпӗр ҫуртсенче саккӑрӑн вырнаҫаймаҫҫӗ, — «Вӗсем вырнаҫмаҫҫӗ те, теҫҫӗ сире: — Тӑваттӑшӗ каннӑ вӑхӑтра тепӗр тӑваттӑшӗ ӗҫре пулать. Лешсем ӗҫрен килсен, ыттисем ӗҫе каяҫҫӗ».

В иных жилищах живут восемь человек: — Это невозможно! — говорите вы. — Тут не поместиться восьмерым: — Они и не помещаются, — отвечают вам, — пока четверо отдыхают, четверо работают. Они приходят отдыхать, когда остальные уходят на работу.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫак ӗҫе вӑл пӗр чӗнмесӗр тӑвать, эпир нимӗн те шарламастпӑр, алӑсене сулса илнипе ҫеҫ хамӑр сӑмахласшӑн маррине систеретпӗр.

Так как он делал это молча, мы тоже молчали и только коротким движением руки давали ему понять, что в разговор вступать не намерены.

«Хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Калӑпӑр, пӗр-пӗр партизана хӑш яла та пулин вӑхӑтлӑха пытарса хӑварма сӑлтав килсе тухать; ун пек чухне эпир нихӑҫан та «ӑҫта пытармалла-ши» тесе аптӑраса тӑмастпӑр, ку ӗҫе халӑх хӑех тӑвать.

Если партизана нужно было на время скрыть, его можно было оставить в любом селе.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапах та вӑл пире хамӑр ӗҫе тума чарма пултараймарӗ, — эпир пӗр вӑхӑтрах пур участоксем ҫине те тапӑнтӑмӑр.

Но помешать нам не мог — мы нападали одновременно на все участки.

Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм ӗҫе эпир малалла мӗн тери хӑвӑрт куҫма пултарнӑ татса парать.

Теперь всё решала быстрота движения.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Малтанах сирӗн ӗҫе шыв юхӑмӗпе хӑватлӑ ҫил пулӑшса ҫӑмӑллатса пычӗҫ.

Сначала течение и ветер, дувший по течению, помогали нам.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Коротченко юлташ та, шинель аркисене пилӗк пиҫиххи хушшине ҫавӑрса чиксе, хӑй юлташӗсемпе пӗрле ҫак васкавлӑ та хӗрӳллӗ ӗҫе хутшӑнчӗ.

Заткнувши полы шинели за пояс, вышел на берег и товарищ Коротченко с группой прибывших с ним работников ЦК партии и ЦК комсомола Украины.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫакна кура пурте хӗрӳллӗн ӗҫе тытӑнчӗҫ.

За строительство взялись все.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫак ӗҫе тума ноябрӗн 29-мӗшӗнче, ҫӗрле, Глушковичи ялӗнчен пилӗк ушкӑн подрывниксем тухса кайрӗҫ.

Пять ударных групп выступил для этого дела из Глушкевичей в ночь 29 ноября.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех