Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир упа ҫурине малтанхи вырӑна, кучер кайса илнӗ ҫӗре, сӗнсе пӑхрӑмӑр, анчах унта яхӑнне те илмерӗҫ.

Мы попробовали вернуть медвежонка на первое место, откуда его принес мой кучер, но там отказались принять его наотрез.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Упа ҫури, сӗтел ури тӑрӑх хӑпарса, ҫиттие шӑлӗсемпе ярса илнӗ те, сӗтел ури ҫине тӗренсе, пӗтӗм вӑйӗпе туртнӑ.

Медвежонок по ножке стола добрался до клеенки, ухватил ее зубами, уперся лапами в ножку и принялся тащить что было мочи.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Вӑл ун патне вӗҫсе пынӑ та пуҫӗнчен хытах сӑхса илнӗ.

Он подлетел к ней и клюнул ее в голову.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Чӑнах та, кӳршӗри улпут садне кураксем хура сӗреке карнӑ пек сырса илнӗ: ҫуркуннен малтанхи хӑнисем инҫетри кӑнтӑр ӑшшинчен вӗҫсе килнӗ.

Действительно, соседний барский сад был усеян черными точками, точно живой сеткой: это были первые весенние гости, прилетевшие с далекого теплого юга.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Халӗ ӑшӑ йӑвара ларнӑ чух вӑл хӑй пурнӑҫӗнчи инкексене кӑмӑллӑн аса илнӗ.

Сидя в своем теплом гнезде, теперь он с удовольствием вспоминал о разных неудачах своей жизни.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Унтан, сарайне кӗрсе, вӑрӑм шалча илнӗ те ун ҫумне ҫав ещӗке ҫапса лартма тытӑннӑ.

Потом достал из сарая длинный шест и начал прибивать к нему гвоздями принесенный ящик.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Автанӗ ҫак кӑмӑлсӑр сӑмахсене илтмӗш пулнӑ, чӑрсӑр вӗҫкӗне курайман пек, ҫуначӗсемпе хытӑ ҫапса илнӗ, мӑйне тӑсса, ҫӑварне ҫурӑлас пек карса, ку-ку-ре-ку! — тесе кӑшкӑрса янӑ.

Петух сделал вид, что не понял обидных слов, и, чтобы показать свое презрение дерзкому хвастунишке, громко захлопал крыльями, вытянув шею, и, страшно раскрыв клюв, пронзительно заорал свое единственное ку-ку-реку!

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Машинист ун ҫинчен клапанран вӗри пӑс шӑхӑрса сирпӗнсе тухсан тин аса илнӗ, пӗтӗм машина корпусне йӗпе шурӑ тӗтре тулнӑ.

Машинист вспомнил о нем только тогда, когда из клапана вырвалась с оглушительным свистом струя горячего пара и наполнила всю машинную белой сырой мглой.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Антошка ням тума аптранӑ, Федорка умӗнче ӗнсине хыҫса илнӗ.

Антошка положительно не знал, что ему делать, и почесывал за ухом, стоя около Федорки.

VI // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Кӑмакаран типӗ вутӑ кӑларнӑ вӑхӑтра та Федорка темиҫе хут макӑрса илнӗ.

Федорка, когда выгружала сухие дрова из печи, несколько раз всплакнула.

VI // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Прошка вара ҫӳҫене-ҫӳҫене илнӗ, йӗри-тавра шиклӗн пӑхкаланӑ.

Так что Прошка вздрагивал и боязливо озирался по сторонам.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Унпа каччӑсем те шӳтлесе илнӗ, вӗсем, сӑран алсасем тӑхӑнса, сых ятне ҫӑпатасем ҫӗклесе, фабрикӑна утнӑ.

С ними перешучивались парни, шагавшие на фабрику с болтавшимися на руках вачегами и запасными прядениками.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Хӗрсем хыттӑн калаҫма тытӑннӑ, пӗр-пӗрне тӗккелесе илнӗ.

Вместе девушки начинали бойко переговариваться, смеялись и толкали одна другую.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Хулӑн туя илнӗ те вӑл, унтан ҫӗҫӗпе пӗр вӗҫне, шӗвӗр пултӑр тесе, чутланӑ, кайран вара туяна алӑ пӑчкипе касса татнӑ.

Он взял толстую палку. А потом ножиком застрогал на конце, чтоб было остро. А потом он пилкой отрезал от палки этот кусочек.

Гриц епле кӑмӑллӑ ача // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ӑна каса-каса илнӗ те хӑмӑлӗ унӑн ҫӳлелле тухса тӑрать.

И она сострижена и стоит торчком.

Ҫӗр айӗнчен ҫӑкӑр ӳсни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асаннене билет кирлӗ мар: вӑл илнӗ те ӗнтӗ.

А бабушке не надо: у ней уже есть.

Пристань // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Хӑй аллисемпе хӑмла ҫырли тунине ярса илнӗ те ҫырлине ӗмет.

Загребёт лапами и сосёт.

Хӑмла ҫырлине кам ҫинӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне ҫав телеграмма илнӗ хыҫҫӑн питӗ хавасланчӗ.

Мама стала весёлая и всё говорила: — Как я рада! Как я рада!

Атте телеграмма ячӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӗрача хӑйӗн пӳрнине читлӗхе чикрӗ ҫеҫ, ҫавӑнтах кӑшкӑрса ячӗ, ӑна павлин сӑхса илнӗ иккен.

И девочка ему в решётку палец сунула, а потом крикнула, потому что павлин клюнул.

Павлин — чи илемлӗ кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Поездпа кайма билет илнӗ пекех кунта та билет илмелле.

И надо брать билет, как на поезд.

Зоосада ҫитни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех