Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳксе (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Енчен, инкеке пула, ҫак хыпар Сулла патне ҫитсен? — ыйтрӗ Сарпедон, хӑраса ӳксе.

— А что, если, на беду его, это дойдет до Суллы? — воскликнул в отчаянии Сарпедон.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Виҫҫӗмӗш самнит та, Спартак хӗҫӗ тивнипе, арена ҫинче выртакан юлташӗсемпе пӗрлешрӗ, шӑпах ҫав вӑхӑтра иккӗмӗш фракиец, Спартакӑн пӗртен-пӗр шанчӑкӗ, темиҫе ҫӗртен суранланса пӗтнӗ хыҫҫӑн, йынӑшмасӑрах ӳксе вилчӗ.

Третий самнит, пораженный Спартаком в сонную артерию, последовал за своими товарищами, лежавшими на арене; в это же мгновение и фракиец — последняя и единственная поддержка Спартака, — пронзенный тремя мечами, упал мертвым, даже не вскрикнув.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тен, шӑтӑка чулсем ӳксе, ӑна унтан хӑваласа кӑларчӗҫ пулӗ; тен, вӑл ыйхӑ килменнипе аптраса, хӗллехи ыйхӑран иртерех вӑраннӑ-ши?

Может, в неё упали камни и выгнали его из берлоги, может, он страдал бессонницей и рано проснулся от зимней спячки.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Каллех йывӑҫсем урлӑ-пирлӗ ӳксе пӗтнӗ ҫул ҫине пӑхаҫҫӗ.

Посмотрели снова на завал.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вӑл часах хӑйне хӑй алла илчӗ, ҫӗнӗрен хӑраса ӳксе малалла утрӗ.

Собравшись с силами, он пошел дальше, терзаясь новым страхом.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл, упа ҫине сиксе ӳксе, ӑна вӗлерме шут тытрӗ.

Сейчас он бросится на медведя и убьет его.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Унӑн ҫапла шухӑшламалла пулнӑ, унсӑрӑн кӗрешӗвӗ те ним тӗшне тӑман пулӗччӗ, унсӑрӑн унӑн ҫав вырӑнтах ӳксе вилмелле пулнӑ пулӗччӗ.

Он должен был так думать, иначе не имело никакого смысла бороться дальше, — оставалось только лечь на землю и умереть.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тӗлӗнтермӗш ҫак скульптурӑна ӳксе арканнӑ колоннада ишӗлчӗкӗсем хупӑрлаҫҫӗ.

Остатки рухнувшей колоннады окружали эту удивительную скульптуру.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗвел Ывӑлӗ картлашкаллӑ-картлашкаллӑ пирамида тӑрринчен ӳксе вилет.

Сын Солнца бросился с вершины уступчатой пирамиды.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Улӑпла нумай-нумай ҫӑмарта ҫӑлтӑрсен уҫлӑхӗнче ҫухалнӑ, нумай-нумайӑн Марс ҫине ӳксе арканнӑ.

Множество гигантских яиц затерялось в звёздном пространстве, множество разбилось о поверхность Марса.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем сулахайран сылтӑмалла тата каялла пӗрре ӳксе, тепре ҫыхлана-ҫыхлана тӗсӗпе ылмашӑнаҫҫӗ.

Они бежали слева направо и в обратном порядке неправильными линиями, то падая, то сплетаясь, они менялись в очертании и цвете.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чӗрӗп, чӗрӗп ами, чӗрӗпӗн хунямӑшӗ, чӗрӗпӗн качча кайман икӗ аппӑшӗ тата пӗчӗк чӗрӗпсем ҫӑмха пек ҫавӑрӑнса ӳксе, крокет шарӗ куснӑ пек хӑвӑрт кусса, бульдогсен тутисенчен йӗпписемпе тӑрӑнтарчӗҫ.

Ёж, ежиха, ежова тёща, две ежовые незамужние тётки и маленькие еженята сворачивались клубком и со скоростью крокетного шара ударяли иголками бульдогов в морду.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Эпӗ ӑна тархаслатӑп, эпӗ йӗретӗп, эпӗ ӑна ӳксе пуҫҫапатӑп.

Я просил, я плакал, я даже кланялся ему в ноги.

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Тӗревленме тӗв тӑвайманран, ҫапса тӗшӗрӗлтерепех тесе чӑркӑшланнӑран, ури ҫинче тытӑнса тӑма пултараймарӗ Виталий; ӳксе, палтӑрт йӑванса, хӑйпе пӗрле Никандра та туртса, пусахласа антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑҫталла каятпӑр эпир, юлташсем: ӗне ӳксе вилнӗ!

Куда мы идем, товарищи: корова сдохла!

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Ӑҫталла пӑхса пурӑнать правлени: ӗне ӳксе вилнӗ!

Куда смотрит правление: корова сдохла!

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Йытӑ хӳри ҫумне ҫӗмрӗк тимӗр витре ҫыха-ҫыха яратчӗҫ; йытти ним шутсӑр хӑраса ӳксе, ҫухӑрса та кӗмсӗртеттерсе таҫталла вӗҫтеретчӗ, ҫынӗсем пӑхса ахӑлтатса тӑратчӗҫ.

Навязывали на хвост собаке разбитое железное ведро; собака в диком испуге, с визгом и грохотом мчалась куда-то, люди смотрели и хохотали.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӑйне ӑҫта ӳксе вилме пӳрнине никам та пӗлмест вӗт.

Никто ведь не знает, где ему заказано помереть.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ирсерен эпӗ хуҫа тумтирне тасатнӑ чух унӑн брюки кӗсъисенче укҫасем чӑнкӑртататчӗҫ, хӑш чухне вӗсем кӗсъерен тухса ӳксе урай тӑрӑх кусса каятчӗҫ, пӗрре темле тенки шӑтӑк витӗр пусма айнелле, вутӑ сарайнелле анса кайрӗ; эпӗ ун ҫинчен калама мантӑм, виҫ-тӑват кунтан вутӑ хушшинче ҫирӗм пуслӑх укҫа тупсан тин астуса илтӗм.

По утрам, когда я чистил платье хозяина, в карманах его брюк звенели монеты, иногда они выскакивали из кармана и катились по полу, однажды какая-то провалилась в щель под лестницу, в дровяник; я позабыл сказать об этом и вспомнил лишь через несколько дней, найдя двугривенный в дровах.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

«Вырӑсем кабардинецсемпе ҫапӑҫнӑ е упӑшкин тупӑкӗ ҫине ӳксе вилекен хитре магометанка» тата ҫавӑн йышши пӗтӗм литература та ман кӑмӑла тултараймастчӗ, час-часах ҫилентерсе тарӑхтарса яратчӗ: ӗненме май ҫук япаласем ҫинчен йывӑр сӑмахсемпе каласа кӑтартса, кӗнеке манран, ухмахран кулнӑ пек, мӑшкӑлласа кулнӑн туйӑнатчӗ.

«Битва русских с кабардинцами, или Прекрасная магометанка, умирающая на гробе своего супруга» и вся литература этого рода тоже не удовлетворяла меня, часто возбуждая злую досаду: казалось, что книжка издевается надо мною, как над дурачком, рассказывая тяжёлыми словами невероятные вещи.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех