Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытах амӑшӗ, ун хыҫҫӑн чупсан, ӑна хӑваласа ҫитеймесӗр хӑйӗн хырӑмне сиктерсех: «Кил кунта, эсрелӗ ҫури!» тесе, хытӑ янӑракан сассипе кӑшкӑрма тытӑнсан, «эсрелӗ ҫури» вара, ҫавӑн пек чух амӑшӗ патне пыма юраманнине аван тӗшмӗртет, мӗншӗн тесен, пырсанах ӑна амӑшӗ хӗнет.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Вӑт, анчӑк ҫури, ташша ҫапнӑ пекех калаҫать-иҫ!..
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Кунта вӑл хӑюллӑн, кушак ҫури пекек хӑвӑрттӑн, тӑватӑ уран упаленсе, чиперех чӳрече патне ҫитрӗ.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Якобинец — ҫак пӗчӗк ача, анчӑк ҫури, хӑйӗн ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн аслӑ пиччӗшӗ патне усрава юлнӑскер, маркизӑн наследникӗ пулмалласкер, мӗншӗн тесен маркизӑн ача-пӑча пулман…
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Эпӗ кунта шуйттан ҫури пекех йӗпенсе кайрӑм…
25 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Хӗрарӑм вӑл, ывӑлӑм, анчӑк, йыт ҫури.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Ҫитменнине тата, йытӑ ҫури те пӑрахса тарчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Форма енчен илсен, эпӗ пӗччен мар, манпа пӗрле Елена Петровна Журина текенскер хӑйӗн хӗрачипе тата амӑшӗпе пурӑнаҫҫӗ, манӑн тӑватӑ пӳлӗмрен тӑракан пӗчӗк пӳрт, кушак, йытӑ тата сысна ҫури пур.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Софья Ивановна (малтан вӑл унӑн пӗр сӑмахне те ӗненмерӗ) Воропаев валли кивҫен укҫа — ссуда илни ҫинчен, ҫурт ҫине юсани, кантӑк илни ҫинчен, пӗтӗм килхушшине пахча-ҫимӗҫ лартма (е Воропаев мӗн шухӑшлать, ҫавна тума) чавса тухни, тимӗр хапха хатӗрлесе хуни, карта тумалӑх чул туртса тултарни, виҫҫӗр тӗм ҫӗр ҫырли лартни тата кашкӑр тытакан пысӑк йышши йытӑ ҫури туянса яни ҫинчен ҫырать; унтан вӑл хӑюсӑррӑн Воропаевӑн малашне мӗн ӗҫлесси ҫинчен тата хӑйпе пӗрле хуҫа пулма тытнӑ шухӑша (тем курса тӑрӑн!) ку пӑрахман-и-ха тесе ыйтать Софья Ивановна ача сачӗн пуҫлӑхне Мускавран часах пӗр ача («ответлӑскер», тесе ҫырнӑ хӑй) килсе ҫитмелли ҫинчен пӗлтерни тата ҫавӑн пекех хӑйӗн Танечка ятлӑ внукӗ те Мускаври тусне хытӑ кӗтни ҫинчен Воропаева пӗлтерет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл тупнӑ япаласенчен чи юлашки йытӑ ҫури пулчӗ, халлӗхе вӑл ӑна пӳлӗме вырнаҫтарчӗ, анчах ӑна валли туман хапха ҫывӑхне будка лартма шалчасем ҫапса паллӑ туса хучӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пуся йытӑ ҫури пек йынӑшса илчӗ, хутланса ларчӗ, унтан сасартӑк макӑрма тытӑнса такӑнса, кӗрӗкӗн вӑрӑм аркисем ӑшӗнче пӑтрашса, аллисемпе пуҫӗнчен тытса, килнелле чупрӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Ӑҫта анчӑк ҫури? — тесе ыйтрӗ вӑл салтаксенчен.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ачи йытӑ ҫури пек нӑйкӑшрӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл калама ҫук хӑраса кайрӗ: акӑ, вӑл нимен ҫине пӑхмасӑрах ҫуралчӗ, анчах халь сивӗре, ҫара кайӑк чӗппи пек, суккӑр кушак ҫури пек шӑнса хытма пултарать.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл кашкӑр ҫури, фриц пулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Чарӑн, йытӑ ҫури!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Тихон.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Сӑмах пама ӑста, йытӑ ҫури!
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тискерленнӗ кушак ҫури ҫине пӑхса, Степанида ҫапла каласа хучӗ:
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ывӑннӑ Чӑпар, канлӗн нӑриклетсе, айккӑн выртнӑ вӑхӑтра, вуникӗ сысна ҫури икӗ карҫинккара хӗп-хӗрлӗн хӗвӗшнӗ чухне, вӑхӑт нумая кайрӗ ӗнтӗ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл ӑна кӑкӑрӗнчен тытрӗ, сысна ҫури, шурӑ чӗрнеллӗ кайри урисене усӑнтарса тата хӗрлӗ сӑмсипе чаплаттарса, унӑн алтупанӗ ҫинче пӗр сиккелемесӗр выртрӗ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.