Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ йышши материалтан хатӗрленӗ шыв пӑрӑхӗсем сахалтан та 40 ҫула ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Ҫак тата ытти ыйтӑва уҫӑмлатма ку уйӑхра Раҫҫейӗн либераллӑ демократи партийӗн пайташӗсем ҫӗршывӗпех ҫула тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Велосипеда килелле тапма йывӑр пулчӗ, тӑвалла, ҫавӑнпа ҫурма ҫула ҫурранах утрӗҫ те калаҫрӗҫ.

Ехать на велосипедах обратно было тяжело, в гору, поэтому полдороги прошли пешком и болтали.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Халӗ Шупашкарта пурӑнакан вулавӑш ӗҫӗн ветеранӗ Евдокия Тихонова юратнӑ ӗҫӗнче виҫӗ теҫетке ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.

Ветеран библиотечного дела Евдокия Тихонова, проживающая на данный момент в Чебоксарах, проработала на любимой работе почти три десятилетия.

Вулавӑшра 30 ҫул ӗҫленӗ кинемей паян та кӗнекесӗр пурӑнаймасть // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35100.html

Лидия Михайловна пӗлтернӗ тӑрӑх, контейнер вырнаҫтармалли лапамсене, ун патне ятарлӑ машина кӗмелли ҫула тӑвассипе паянхи кун вырӑнти территори пайӗ ӗҫлет.

Как сообщила Лидия Михайловна, строительством площадки для размещения контейнеров, для обустройства путей подъезда к нему специальной машины на сегодняшний день занимается местный территориальный отдел.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Асӑннӑ ҫула тӗпренех юсаса ҫӗнетес ыйтӑва иртнӗ ҫулсенчех хускатнине тӗпе хурса проектпа смета докуменчӗсене хатӗрленӗ, 2024 ҫулта ку енӗпе ӗҫ-пуҫа пурнӑҫламалла.

На основании того, что вопрос о капитальном ремонте данной дороги поднимался и в прошлые годы, были подготовлены проектно-сметные документы, и в 2024 году работа в этом направлении должна быть выполнена.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Тепрехинче Кирилл Сорокин хӑйӗн автомашинипе Денис Потаповпа, Владислав Трофимовпа пӗрле вӑрӑм ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Уйрӑмах «Асаново» ЯХПК ҫав пысӑк ҫула пула чылай хӗн курать.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Эпӗ 10 ҫула ҫитсен атте вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Кунта 20 ҫула яхӑн ӗҫлекенскерсем, кашни тавар пирки тӗплӗн ӑнлантарса пама пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Андрей Сыкин, 20 ҫула яхӑн ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессипе тимлекенскер, вӗсене мӗн кирлине пит лайӑх ӑнланакан тата тӑтӑш хӑй патне тавар туянма ҫӳрекенсене те ҫывӑх паллакан пулса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Ҫавна май эпир инҫе ҫула вӗренӳпе меслетлӗх пособийӗсем те, илемлӗ литература та илсе каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнчи масар патне каякан ҫула та вак чул сарма ӗлкӗрнӗ (проект хакӗ — 330009 тенкӗ), масар ҫинчи картана юсаса хапха тӑвас ӗҫе паян-ыран вӗҫлеҫҫӗ (645826 тенкӗ).

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Аслӑ Таяпа ялӗнчи Школьная урамран пуҫласа масар патне ҫитичченех ҫула юсама (проект хакӗ — 1117320 тенкӗ) ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Вырӑслатса вӗсене «продвигатель товара», е «товаропродвигатель» теме те пултарӗччӗҫ пулӗ, анчах та вӑл ҫула суйласа илмен-ҫке, «маркетолог» тенине йышӑннӑ та ним хуйхӑсӑр пурӑнаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Малашне ку ҫула «Дорстар» пӗрлешӗве парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452

Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш Республикин культура министерстви иртнӗ ҫула пӗтӗмлетрӗ, 2023-мӗш ҫула тӗллевсем лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Ҫак ҫӗр лаптӑкӗшӗн тавлашу вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурта хирӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60474

Ҫӗнӗ ҫула 2025 ҫул тӗлне туса пӗтерессе шанаҫҫӗ.

Ожидается, что строительство будет завершено к 2025 году.

Швецире электромобильсене ҫулпа пынӑ май авӑрласшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34986.html

Швецире электромобильсен аккумуляторӗсене ҫулпа пынӑ чухнех авӑрлама май паракан тӗнчери пӗрремӗш ҫула тума палӑртнӑ.

В Швеции планируется построение первой в мире дороги с динамической подзарядкой аккумуляторов электромобилей во время движения.

Швецире электромобильсене ҫулпа пынӑ май авӑрласшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34986.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех