Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинчи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫинчи (тĕпĕ: ҫинчи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пӑрахут ҫинчи ещӗк купи патне ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗн пит ҫинчи йӑл кулла асӑрхӗҫ.

Ни одни драгоценности мира не затмят самоуверенной улыбки.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Стенасемпе мачча ҫинчи хӑрӑм, юри якатса сӑрланӑ тейӗн, кӑмрӑк тӗслӗн йӑлтӑртатса куҫа йӑмӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хайхискерсем калаҫса ларатпӑр: ял ҫинчи тӗрлӗ хавха ҫинчен, тухатмӑшсемпе арҫурисем ҫинчен тӗрлӗ халап-юмах яратпӑр, шӳт-кулӑш аса илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫурхи ҫил пӗрре хытӑ кӑна вӗрнӗ те пуҫ ҫинчи карттусне юхакан шыва илсе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Сергей патвар ҫапӑҫнине унӑн кӑкӑрӗ ҫинчи наградӑсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Нумай-нумай ҫул иртсен те, камӑн та пулин ҫуралнӑ кунӗнче торт ҫинчи пӗчӗк ҫуртасем ҫунма тытӑнсан, вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши мана тӳрех чиркӗве, пурнӑҫ кустӑрми чун лӑпкӑлӑхне парнеленӗ вырӑна, илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Чиркӳ ӑшӗн типтерлӗхӗ, турӑшсем ҫинчи сӑнланнӑ таса ҫынсен куҫӗсен вичкӗнлӗхӗ чуна сисчӗвлентерет…

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Темле шалти туйӑм малашне йӗркеллӗ пулать тенӗн, схема ҫинчи маршрута астуса мӗн вӑй пур таран тӗллевлӗн малалла вӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тулӗк Игорь Юрьевичӑн «сцена ҫинчи бенефисӗ» тӗлне хатӗр пулӗ-и — ҫакна уҫӑмлатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

— Санӑн йӗтем ҫинчи тырра хуралламалла.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Леонид хӑй ҫинчи утияла кӑкӑр таран уҫнӑ-сирнӗ те аллисене саркаласа хурсах хуп турттарать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Чӳрече саккисем ҫинчи чӳлмексенчи чечексен тӗрлӗ тӗслӗ ҫеҫкисем хӑйсен илемӗпе куҫсене тыткӑнлаҫҫӗ, чун-кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫул ҫинчи тусан та чылай хулӑмланнӑ…

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗвел ҫав тери пӗҫертнипе ҫул хӗрринчи те ана ҫинчи курӑксемпе тикӗс шӑтса тухнӑ сӗлӗ те урпа пуҫӗсене тайнӑ-уснӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗрарӑм сак ҫинчи икӗ сумкине йӑтса васкамасӑр ҫула тухма хатӗр автобус патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сӗтел ҫинчи шӑвӑҫ савӑтран сахӑр катӑкӗ илсе патӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Михаҫ, пӑр ҫинчи шыва пӑхмасӑр, машина айне шуса кӗрсе, вӑрӑм пӗренене, ҫурма каска вырӑнне усӑ кураканнине, меллӗн вырнаҫтарчӗ, тӑракансене тепӗр пуҫӗнчен пусма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Сак ҫинчи дипломата, урайӗнчи чӑматана алла илтӗм те перрон ҫине тухма хатӗрлентӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫын ӗҫӗ ҫапла вӗҫе-вӗҫӗн ҫыхӑнса-сыпӑнса пырса ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа тӑсать те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех