Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ят сăмах пирĕн базăра пур.
ят (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӑйсен сӑтӑрла ӗҫӗсемпе пӗтӗм колхоз ҫине вараланчӑк ят сараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юриех Василий Петрович умӗнче ырӑ ят илесшӗн хӑтланатӑн пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

1943 ҫулта август уйӑхӗнче салтака кайма ят тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Никамшӑнах та паллӑ пулман ҫак пӗчӗк утрав Шупашкар ГЭСӗн историне хӑйне евӗр паллӑ ят пулса кӗрсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫавӑнпах танк командирӗпе механик-водительтен тӑракан танк экипажне салтаксем «Братская могила-2» ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Кӗҫӗн Таяпаран килнӗ Иван Головин йӗлтӗр спортӗнче ҫӗнӗ ят мар, округра пӗр хутчен мар ҫӗнтернӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Кӑна кунта «арман» тесе ят панӑ.

Это и была «мельница».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ытти салтаксем эпӗ ҫара хам ирӗкпе килнине пӗлсен, хама нимех те каламарӗҫ, пӳрнисене ҫеҫ ман ҫине тӗллесе кӑтартрӗҫ, кӗҫех вара «непотул казанулуй» тесе ят пачӗҫ.

Но когда другие солдаты узнали, что я доброволец, они ничего не сказали мне, только тыкали в меня пальцем и прозвали тут же «непотул казанулуй».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлташӗсем ӑна ахаль мар «Чӗр-кӗмӗл тумламӗ» тесе ят панӑ.

«Капелька ртути» — называли ее товарищи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсене ирхи апат валли паракан ҫӑкӑр татӑкӗ, дирекци ӑна «хушса панӑ ҫӑкӑр» тесе ят панӑскер, тӗплӗн хатӗрленӗ мӗнпур плансене тӳнтерле ҫавӑрса, ҫавӑн чухлӗ шӑв-шав тӑвасса кам шутлама пултарнӑ-ха ӗнтӗ!

И кто бы мог предвидеть, что этот ломтик хлеба к утренней похлебке, окрещенный чорт знает кем «добавкой», опрокинет самые продуманные планы и наделает столько шума!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсене «артистсем» тесе ят панӑ.

Так называемые «артисты».

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артист-вокалистне (солистне) «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Артистке-вокалистке (солистке) Чувашского государственного театра оперы и балета присвоено звание «Заслуженный артист Чувашской Республики».

Елена Соколовӑна тава тивӗҫлӗ артист ятне панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34099.html

Джек ят патӑм.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Килес ҫук ҫав, ирӗклӗрен камӑн ят илтес килтӗр, хӳри кӗске ун.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Усал ят тӗтӗм мар, куҫа кӗрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Пире район умӗнче ят илттересшӗн ҫапла хӑтланаҫҫӗ пулӗ вӗсем!

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Ят ҫӑпан мар, ыратас ҫук, Данил Витальевич.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

— Ҫук-ха, кӑна итлеместӗп, кайран ят илтмелле пулӗ, — мӑкӑртатрӗ Мирзеев.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Тепӗр кунне чӑрсӑр учителе хаяр ят тиврӗ, ҫапах вӑл пуп умӗнче пуҫ ҫапма мар, пуҫ тайма та кӑмӑлламаннине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫынсем ун ҫинчен «тӗлӗнтермӗш этем» тесе ят сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех