Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялтан (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑрмӑш ҫулӗ пур, пирӗн ялтан пӗр пилӗк ҫухрӑмран иртет, — хӗвел анӑҫ еннелле кӑтартрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем — ялтан аякка тухса ҫӳременскерсем — авалхи ӗлкеллӗ кӗпе-тумтирпех ҫӳренӗ: мӑйракаллӑ сурпанпа, кив ӳкерчӗклӗ тӗрӗсемпе чӗнтӗрленӗ кӗпе-саппунпа, хӑлхаллӑ пушмакпа (ҫӑка вӑрманӗсем кунта пулас пулсан, вӗсем, паллах, ҫичӗ пушӑт ҫӑпатине те сырма пӑрахас ҫукчӗ халиччен!).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ялтан ханша илсе килнӗ шӑршлӑскере, ӑна нумай ӗҫеймӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусанта пурӑннӑ пулсан, ӑна тӑванӗсем те ялтан пыра-пыра пулӑшӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ялтан ир тухса кайнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мункун вӑхӑтӗнче ялтан ҫӑнӑх кайса илес текенсем ҫуран темиҫе ҫӗр ҫухрӑм утчӑр-и ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах, май килсен, пӗрер михӗ ҫӑнӑх ялтан илсе килсе парсан, тем пекех тав тӑвӑттӑм сана, Павлуша, — терӗ юлашкинчен Соня.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Хӑш ялтан куҫса килнӗ? — интересленчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тулашӗнчен пӑхсан, ку ҫын ҫывӑхри ялтан пулмалла, — хресченле тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Максимов чӗнсе илмен пулсан, Павлуш ялтан тухса килмен те пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Евӑшӑнах ӑшне вут хыпнине пӗлтересшӗн пулмарӗ вӑл, ӑна кӗвӗҫнине пулах ялтан васкаса тухса кайни ҫинчен те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Эльгеев шӑллӗне ялтан таврӑннӑранпа курманччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халь вӑл ялтан таврӑнман, каникула кайнӑ та.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку уйӑхшӑн ун чухлех укҫа кирлӗ мар: тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе килсе панӑччӗ вӑл ялтан, сар ҫу та, сурӑх какайӗ те.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тимуш халь килте сахал пулать: ашшӗпе пӗрле ялтан яла маляр ӗҫӗпе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хамӑр та пӗлместпӗр, такам майлӑ пулмалла — Керенские ӗненми пулчӗҫ ялтан килнӗ салтаксем: ҫӗр улпутсен аллинчех юлнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Денщикне Куславкка патӗнчи ялтан — Ҫӑкалӑхран — тупнӑ Миша, Виктӑр пек хӑй ҫумӗнче пуласса шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Каймалла марччӗ ялтан сан, Михала.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Гера аван ҫын. Тоньӑпа пӗрлешсен, тен, чӑнах та вӗсем телейлӗ пулӗҫ. Иккӗш те учитель, ялтан тухса каяс ҫук. Эпӗ, паллах, нихҫан та яла тек таврӑнас ҫук».

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах асламӑшӗ ялтан тухса каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех