Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн сăмах пирĕн базăра пур.
юн (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пенишора ҫӳп-ҫап купи ҫинче ҫӑварӗнчен тухакан юн катӑкӗсене сурса ларать-мӗн.

Пенишора сидел на куче мусора и выплевывал один за другим сгустки крови.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн пӗтӗм ӳт-тирӗ, пичӗ-куҫӗ чӗп-чӗр юн та кӑн-кӑваках пулнӑ.

Все тело и лицо были у нее в кровоподтеках и ссадинах.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мӗн каланине юн тымарӗсем тапса тухнӑ тӑнлавӗнчен, тарланипе йӑлтӑртатакан ҫамкинчен, тарӑхса пӑхакан куҫӗсенчен кӑна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен унӑн сӑмахӗсенчен: — Атте!.. Фронтра упӑшки вилнипе тӑлӑха юлнӑ арӑм!.. — тесе ҫухӑрнине ҫеҫ уйӑрса илме пулать.

Что именно — можно было только догадываться по вздувшимся жилам на висках, по блестящему от пота лицу! И негодующему взгляду, ибо в речи его ничего нельзя было разобрать, кроме слов: — Отец!.. Вдова погибшего на фронте!..

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мӗнпур чӑрмавсене шӑтарса тухрӗ, тӗрлӗ тӑшманла лагерсене пӗр-пӗринпе тытӑҫтарса сахал мар юн тӑктарчӗ.

Пробиваясь сквозь все преграды, принимая различные формы, она все обострялась, выходила наружу, сталкивала враждебные лагери лицом к лицу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шкул тулашӗнче пурӑнакан ҫамрӑксем вӗсене забастовкӑсемпе урамри демонстрацисем ҫинчен, рабочисем полици ушкӑнӗсене хирӗҫ юн юхтарса кӗрешни ҫинчен сахал мар каласа панӑ.

Парни, проживающие за стенами школы, рассказывали о забастовках, об уличных демонстрациях, о кровавых столкновениях с полицией.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чиксен, юн пӗрӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Эрех мар, юн каять ман ӑшӑмран, — терӗ хӑрӑлтатса Кӗҫтук, шурӑ юр ҫинче палӑракан хура пӑнчӑсене тӗллесе, унтан аллинчи тутӑрне саркаласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн пичӗ юн пӗрӗхес пек хӗрелнӗ, хура хӑмӑр куҫӗсем хаваслӑн ялкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл сехете яхӑн нимӗн хускалми выртрӗ; унӑн сӑмси-ҫӑварӗнчен юн кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр ун чухне ирчченех хӳшӗре чӗтресе ларчӗ, ирхине вӑрӑсем пулнӑ вырӑнта юн таврашӗ пулманнине курсан тин кӑшт лӑпланчӗ, ҫапах та пӗр эрне хушши милицирен килмӗҫ-ши, тесе шикленчӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хальхи вӑхӑтра юн шӑрши е тар шӑрши мӗнлине пӗлмен вӑй питти арҫын — ҫын-и вӑл!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗтӗм вӑй питти арҫын юн тӑкса ҫапӑҫнӑ чух вӑл кунта, хӗрарӑм патши пек, пурҫӑн галстуксем ҫакса, хаклӑ духисем сапса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кунта юн… чӗрӗ суран… куҫ умӗнчех ҫӗрекен ӳт… юнашарах вилӗм…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Те кӗвелсе хытнӑ юн шӑрши вӑл, те гипс айӗнче пӳрленекен суран шӑрши?..

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пичӗ пӗркунхи пекех шуранка мар, пит ҫӑмартасенче кӑштах юн тӗсӗ палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кольӑпа иксӗмӗрӗн юн пӗр пекех пулни ҫеҫ ӑна вилӗмрен ҫӑлчӗ, — терӗ Таня, сӑпайлӑн калама тӑрӑшса, ҫапах та чӗри тӗпӗнчен тапса тӑракан савӑнӑҫне пытарма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл, шартлама сивве пӑхмасӑр, фуфайкине йӳле янӑ, мулаххайне ӗнси ҫине лартнӑ, хӗрлӗ ҫӳҫне ҫамки ҫинелле сапаласа антарнӑ; тулли пичӗ юн пӗрӗхтерес пек хӗрлӗ, ҫырӑ куҫӗсем хаваслӑ ялкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Мӗншӗн… юн?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ун ҫине хытса ларнӑ юн халӗ исленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӑнлавра юн тымарӗсем ҫурӑласлах тапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех