Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗлӗм чӗртсен те чылайччен шухӑша кайса ларчӗ вӑл.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл, хӗрсе кайнӑскер, чылайччен чарӑнаймарӗ.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ученӑй тулла мӗн кӑна тумарӗ пулӗ: малтан, пӗр пучаха шӗкӗлтесе, пӗрчӗсене ывӑҫ тупанӗ ҫинче чылайччен сиктеркелерӗ, — йывӑрӑшне пӗлесшӗн пулчӗ курӑнать, унтан ҫурмаран ҫурчӗ, куҫлӑхӗ патне илсе пырса тинкерчӗ, вара. кӗсйинчен пӗчӗк микроскоп кӑларса, ун витӗр пӑхрӗ, юлашкинчен ҫӑварне хыпса чӑмларӗ те ҫӑтса ячӗ.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тен, сӑмах-юмах килӗшнӗрен-тӗр, ӗнер Марине Ивана кӗҫӗн алӑк патӗнче чылайччен калаҫса тӑрсах ӑсатса ячӗ, юлашкинчен тата килсе ларма чӗнчӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине колхоз председателӗсем платниксемпе пӗрле ҫынсем кайса пӗтсен те чылайччен калаҫса ларчӗҫ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чылайччен курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн каяс умӗн Семенов чӑннине каларӗ:
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чылайччен асапланнӑ хыҫҫӑн председатель сӗтел ҫинчен тепӗр хаҫат илет.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл чылайччен ӑнтӑхса выртнӑ, больницӑра вара врач ун аяк пӗрчинчен пӗр хуҫӑк шӑмӑ кӑларнӑ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак сӑмахсемпе Назиб ҫамрӑксене ертсе пӳртрен тухса ҫухалчӗ, Ятмана вӑл ӳсӗрнӗ сасӑ ҫеҫ чылайччен илтӗнсе тӑчӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман чылайччен пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлерӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр кунне ирех вӑл «Атӑл» колхозӑн ыраш пуссине кайса ҫынсем мӗнле ӗҫленине чылайччен пӑхкаласа ҫӳрерӗ.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Укахви паян килмерӗ, — тет Липа чылайччен шӑппӑн ларнӑ хыҫҫӑн.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем чылайччен калаҫса лараҫҫӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Икӗ ҫава чылайччен чашлатрӗҫ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫапла вӑл чылайччен аппаланса ларчӗ, юлашкинчен, типӗлле хырма май ҫуккине кура, каллех тӗпелте айкашакан амӑшӗнчен вӗри шыв ыйтса илчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл витӗрех мар куҫӗсемпе трактора, унтан трактор патӗнче айкашакан трактористпа тепӗр ачана шыраса тупрӗ, вара вӗсем ҫинелле чылайччен тӗмӗлсе пӑхрӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чылайччен тавлашрӗ: вӑл унпа, анчах Зоя хӑйӗннех перет: «Хӑвӑр ялӑра юл, кунта эс кашни тӗмескене пӗлетӗн, ӗҫлеме ҫӑмӑлтарах пулать».
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Михала пичче ӗненмесӗр хутне ярса тытрӗ те чылайччен ним чӗнмесӗр ун ҫине пӑхса тӑчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫул ҫинче Сехре Иванне малтанах ыйӑх пусса антарчӗ, вӑл чылайччен унран хӑтӑлаймасӑр суптӑркаса пычӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чылайччен ташланӑ хыҫҫӑн Укахви ҫамрӑксене Тутаркассине ҫитсе килме сӗнчӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.